АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта арман тытнă

14 января 2012 г.

Шураç ялĕнчи Аннăпа Ефим Комиссаровсем пилĕк ывăлпа пĕр хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Çирĕплĕхĕпе, ырлăх-пурлăхĕпе те палăрнă вĕсем. Икĕ-виçĕ арман тытнă, çĕрĕ те 50 гектар таранах шутланнă.

Ялта чи малтан аслă пĕлÿ илнисем те Комиссаровсемех пулнă. Аслă ывăлĕ, Владимир, Мăн Вылăри тата Элĕкри шкулсенче пĕлÿ илнĕскер, Шупашкарти рабфакра вĕренет, хыççăн – Мускаври юханшыв транспорчĕн институтĕнче. Студент çулĕсенчех медицина институтĕнче вĕренекен чăваш хĕрĕпе паллашать. Мăшăрланаççĕ, икĕ ачана пурнăç парнелеççĕ. Владимир Ефимович Мускаврах ĕçлет. 1937 çулхи çурла уйăхĕнче, халăх тăшманĕ тесе, сакăр çуллăха тĕрмене хупаççĕ. Çавăнтах йывăр чире пула вилсе каять. Каярах, 1956 çулхи çĕртме уйăхĕнче, унăн таса ятне тавăраççĕ.

Комиссаровсен иккĕмĕш ывăлĕ – Якку. Вăл та пиччĕшĕ пекех аслă пĕлÿ илет. Унăн çар званийĕ – капитан-лейтенант. Мăшăрĕ, вырăс хĕрĕ, тухтăр. Виççĕмĕш ывăлĕ Егор Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнче зоотехника вĕренет. Алла диплом илнипе пĕрлех Хĕрлĕ Çар ретне тăрать. Вăл вырăс хĕрĕпе пĕрлешсе çемьеллĕ пулать. Мăшăрсен 1940 çулта Володя ывăлĕ çуралать. Хастар арçын Аслă вăрçа, хыççăн мирлĕ ĕçе хутшăнать. Тăван çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче зоотехникра тăрăшать. Ентешĕмĕр Элĕк Енĕн тĕп зоотехникĕ те пулать. Хăй çуралнă кĕтесĕнчи хуçалăхра та ырă тĕслĕх кăтартать.

Тăваттăмĕш ывăлĕ Андрей Шураçри «Комбайн» хуçалăхра шут ĕçченĕнче тимлет. Кĕçĕнни Михаил та колхозрах ĕçлет. 1941 çулта çара илнĕ ăна. 1943 çулта çапăçу хирĕнче пуçне хурать.

Комиссаровсен пĕртен-пĕр хĕрĕ Мария ял хуçалăх ĕçĕсене хастар хутшăнать, ашшĕ-амăшне пăхать. 2001 çулта, 82 çула çитсе, пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

В.ЕГОРОВ, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика