14 января 2012 г.
Эпĕ Мăн Ямаш шкулĕнчи 4-мĕш класра вĕренетĕп. Хамăн савăнăçа пĕлтерем-ха, чĕрĕке пур предметпа та «5» паллăпа вĕçлерĕм. Манăн юлташ Диана Андреева та икĕ предметпа кăна «4» паллă кăларчĕ.
Эпĕ чăваш литературипе кĕçĕн классенчи ачасен ăс-хакăл вăййине хутшăнса районта пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. 3-мĕш класра вĕренекен юлташ-хĕрачасем те вăйăра хастар пулчĕç. Анна Стрелкова чăваш литературипе 2-мĕш, Карина Волкова вырăс чĕлхипе 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсене Нина Николаевна Леонтьева вĕрентет.
Эпир иккĕмĕш чĕрĕкре класс ертÿçи Галина Петровна Максимова ертсе пынипе «Çăкăр – пурнăç тыткăчи» ятпа уçă мероприяти ирттертĕмĕр. Мана ытларах çăкăр çинчен пĕчĕк кĕнекесем туни питĕ килĕшрĕ. Кашни ачан кĕнеки хăйне евĕр интереслĕ. Эпир библиотекăра тата интернетра нумай шырарăмăр. Çăкăр пулса кайнин историне те пĕлтĕмĕр. Нумай поэтсен çăкăра халалласа çырнă сăввисене вĕрентĕмĕр, ваттисен сăмахĕсене тата тупмалли юмахсене тĕпчерĕмĕр. Кĕнекене тĕрлĕрен ÿкерчĕксемпе илемлетрĕмĕр.
Эпĕ шкулта иртекен мероприятисене те хутшăнатăп. Хĕл Мучи парнишĕн пынă «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртура 2-мĕш вырăн йышăнтăм.
Пирĕн шкултан икĕ ача – эпĕ тата 6-мĕш класра вĕренекен Дина Павлова отличница Шупашкара Президент елкине кайма тивĕç пултăмăр. Малашне татах та тăрăшуллăрах пулас килет.
Лидия ЛАВРЕНТЬЕВА,
Мăн Ямаш шкулĕнчи 4-мĕш класра вĕренекен.