14 января 2012 г.
Кăрлачăн 7-мĕшĕнче чăваш хĕллехи чи паллă уява – Сурхурие уявлама пуçлать. 19-мĕшĕнче çак уяв вĕçленет.
Сурхури уявĕ вăрăма тăсăлать, хатĕрленессе те малтанах пуçлаççĕ – ачасемпе çамрăксем, килĕрен-киле çÿресе, Сурхури ирттерме хатĕр-хĕтĕр, ĕçме-çиме, салат-хăмла, кĕрпе-çăнăх пуçтараççĕ. Уяв кунĕнче юрланă, ташланă, юмăç янă, картана кĕрсе сурăх ури тытнă... Пĕрле апат ларса çынипе вара вăл кун уяв вĕçленнĕ.
Тепĕр кунне çветке пуçланнă. Эрнипех çÿренĕ вара.
Татмăш ялĕнче пурăнакансем Сурхури кунĕнче пĕве пуçĕнчи тăвайкки патне пуçтарăнчĕç. Ватти те, çамрăкки те пулчĕç кунта. Ача-пăча сасси хăлхаран татăлмарĕ. Эх, ярăнчĕç те вĕсем! Аслисем те ачасемпе пĕрле савăнчĕç.