АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шутланă пек пулса тухман

18 января 2012 г.

Эрех нихăçан та ырри патне илсе çитермест. Намăс-симĕсе çухатса çын хăй ирĕкленме тытăнать. Ют çын кĕсйине алла чиксе яма та йывăр мар.

Акă Янкурас ялĕнчи çамрăксем Элĕкре тĕл пулса уяв тунă. Эрехне те виçĕ тус самаях ĕçнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕн вара ырă мар шухăш пуçĕнче çуралнă. Хăйсен юлташĕнне кĕсье телефонĕ кăларса илнĕ. «Самсунг» маркăллă телефон çухалнине хуçи сисмест пуль тенĕ. Анчах та икĕ юлташ шутланă пек пулса тухман. Вĕсем çавна май полици ĕçченĕсен аллине те лекнĕ. Юлташне 5 пине яхăн тăкак кÿнĕ.

Халĕ çакăншăн уголовлă ĕç пуçарнă. Çамрăксен çăмăлттайлăхшăн саккун умĕнче явап тытма тивĕ.

М.ПЕТРОВ,

шалти ĕçсен уйрăмĕн следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика