18 января 2012 г.
Ял хуçалăх ĕçне чун-чĕререн парăннă çын унсăр тунсăхлатех. Улăх Шĕмшеш ялĕнчи Федоровсем шăпах çавнашкаллисен шутĕнче.– Çĕр пайĕсене харпăрлăха илме тĕллев лартрăмăр. Саша ывăлăм хăйĕн çемйипе çĕр çинче ĕçлесех ырлăх-пурлăх тăвасшăн. Эпĕ, Петя ывăлăм та ăна хаваспах пулăшăпăр, – терĕ Зинаида Федорова.
Вăл Шĕмшешри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ветеринар специальноçне алла илет. Хыççăнах тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçлать. Малтанах Чапаев ячĕллĕ колхозра тимлет пулсан, каярах – «Шумшевашский» совхозра. Çăмăлах килмен Туçи Шĕмшеш хĕрне. Хуçалăхри йышлă выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăнипе пĕрлех ял çыннисене те пулăшу пама вăй-хал çитернĕ Зина. Ку енĕпе çĕр çывăрмасăр ирттернĕ каçсем те сахал мар пулнă унăн. Халĕ те ял-йыш ыйтăвне тивĕçтерессинчен пăрăнмасть чун-чĕреллĕ хĕр арăм.
Амăшне пăх та хĕрне ил тесе ахальтен каламан. Зинăн амăшĕ Клавдия Петровна ĕмĕрĕпех хуçалăхра тăрăшнă. Ашшĕ вара ял канашĕнче тимленĕ. Анчах та кил хуçин пурнăçĕ кĕске пулать. Вăл тăватă теçеткене çитнĕ-çитмен çут тĕнчепе сывпуллашнă. Клавдия Петровна вара тăватă хĕрĕпе пĕччен тăрса юлать. Хастар хĕр арăм йывăрлăхсене хăюллăн çĕнтерсе пырать. Тĕпренчĕкĕсене ура çине тăма пулăшать, мăшăрлантарать. Зина вара – кÿршĕри ялта.
1974 çулхи Пукрав кунĕнче арăм пулать вăл. Улăх Шĕмшеш каччине Николай Федорова хирĕçлесе тăма пултарайман хĕр упраç. Мĕншĕн тесен пурнăç çынни пулнипе палăрнă яш. Советскинчи профессипе техника училищинче тракторист-машинист правине илнĕскер тăван хуçалăхра трактор штурвалне вăтăр ултă çул алăран яман.
Зинаида Викторовнăпа Николай Иванович йĕкĕреш ывăлсене – Сашăпа Петьăна пурнăç парнеленĕ. Пĕчĕк каччăсем ăмăртсах çитĕннĕ те ашшĕн çулĕнчен пăрăнман. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те техника тусĕсем. Саша, авă, ялтах тĕпленнĕ, ятран кил-çурт çавăрнă. Пĕр вăхăт ашшĕпе иккĕшĕ «Шумшевашский» хуçалăхра пĕрер тракторпа ĕçленĕ. Хальхи пурнăç çĕнĕлле ĕçлеме хистенине аван ăнланать çамрăк. Ятран çĕр илсе ĕçлеме пур тĕрлĕ техника туяннă. «Çĕрĕн чăн-чăн хуçи пуласчĕ», – тет çамрăк. Зинаида Викторовнăн мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Хĕр арăм килĕнче пĕччен пурăнать пулин те ăна ачисемпе мăнукĕсем тунсăхлама памаççĕ. Ал ĕçĕпе аппаланать.
С.ИВАНОВА.