АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клуба юсани уяв вырăннех пулĕ

18 января 2012 г.

Эпĕ ас тăвасса, иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче ялта пĕртен пĕр патшалăх çурчĕ – пуçламăш шкул пулнă. 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче урăх ялтан куçарса килнĕ кĕлетрен лавкка çуртне хăпартрĕç. Элĕк райповĕ сакăр вуннăмĕш çулсенче ял айккинче Çĕнĕ урамра (халĕ Советски урамĕ) кирпĕчрен çĕнĕ лавкка тутарчĕ. 2010 çулта Элĕк райпо ертÿçи Ю.Харитонов тимленипе евроюсав турĕç: тул енчен те, шал енчен те çĕнетрĕç.

Виççĕмĕш çурт – ял клубĕ. Хĕллехи вăхăтра унта кино, спектакль курма пуçтарăннă. 1967 çулччен 3 çухрăмра вырнаçнă Тавăт ялĕн клубне çÿренĕ. Йĕпе-сапа çанталăкра унта утма кăмăл пулман. Çавăнпа та кашни ял çынни культура çуртне ялтах тума ĕмĕтленнĕ.

1966-мĕш çулта «Таутово» колхоз правленийĕпе Тавăт ял канашĕ йышăну кăларать. Ялти халăх, шкул ачисем, пенсионерсем Краклав улăхне çырма чулĕ пухма тухаççĕ. Ăна никĕс валли пухса çитереççĕ. Шупашкартан колхоз машинисемпе кирпĕч, лесничество вăрманĕнчен çăка пĕренесем тата урай-мачча хăмисем кÿрсе килеççĕ.

1967 çулта Николай Алексеев строительсен бригадирĕ ертсе пынипе пĕр уйăхран клуб çурчĕн никĕсне ярса пĕтереççĕ. Кирпĕчрен купалаççĕ, унтан стенасене пĕренесенчен хăпартаççĕ. Мачча тата урай каштисем çине хăмасем сараççĕ, тăрăна шиферпа витеççĕ. 44 çул ял халăхĕ пур уявсене те кунта пуçтарăнать, концерт е спектакль пăхать, юбилей каçĕсем, тĕл пулусем ирттерет. Шураçсен «Хавас» вокал ансамбльĕ район шайĕнче анчах мар, республикăра та палăрать.

Халĕ клуб çурчĕн пуласлăхĕ хăрушлăхра. Юлашки 5 çулта çурт тăррийĕ, шиферпа витнĕскер, вырăнăн-вырăнăн çурăлса кайнă. Çумăр çунă вăхăтра шыв анса мачча хăмисемпе каштисене çĕртса ячĕ. Урай хăмисене те улăштармалла. Юсав ĕçĕсене вăхăтра тумасан пушар ĕçченĕсем клуба хупма пултараççĕ. Вырăнти тата район ертÿçисем ку кăлтăксене пĕрре мар асăрханă, анчах тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ туман. Шураç клубĕ мĕн тума кирлĕ, хупсан лайăхрах теççĕ пулĕ. Ку шухăш тĕрĕс мар. Кашни ялта культура вучахĕ пултăр. Пĕлтĕр Атмалкассинче клуб çуртĕнче мар, лавккара суйлав ирттернĕ. Ял çыннисен концертсем курма Мăн Вылă шкулне е Ураскилте каяс пулать. Çакăн пек лару-тăру Шураçсене те çитсе çапĕ. 2012 çулта Шураç ял клубĕнче юсав ĕçĕсене ирттермеллех. Культура пĕлтерĕшне пурин те шута илмелле. Кашни ял çыннин пуласлăхĕ унпа та çыхăннă. Шураçри клубра евроюсав тусан мĕнле лайăх пулнă пулĕччĕ...

В.ЕГОРОВ, Шураç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика