АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей çутине тĕшмĕш хуплаймĕ

18 января 2012 г.

Хисеп çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине авалхи ăсчахсем те çирĕплетнĕ. «Çут çанталăкра мĕн пурри хисепсенче палăрать», – тенĕ вĕсем. «13-не» темшĕн-çке юратмаççĕ. Чылайăшĕ ăна ăнăçсăрлăх палли тесе шухăшлать.Тĕрĕссипе вара пачах урăхла. Вăл телейсĕр мар, ĕçлĕ, тимлĕ, шанчăклă çынсен хисепĕ. Вак-тĕвек пăтăрмах 13-мĕшĕнче кăна пулать-ши вара;

Çемье çавăрма хатĕрленекен хăш-пĕр çамрăк мăшăр 13-не хисеплесех кайманран туй çак кунпа тÿр килесрен шикленет. Çав вăхăтрах 13-мĕшĕнче кĕрекене ларакан та сахал мар. Теприсем çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче те, эрне кун 13-мĕшĕнче те çырăнма хăрамаççĕ.

Галина тата Николай, 16 çул пĕрле пурăнаççĕ:

– Эпир иксĕмĕр те тăлăхсем. Тăвансене пухса туй кĕрлеттереймерĕмĕр. Анчах мăшăрăм хистесех шурă кĕпе тăхăнтартрĕ. Ăшăмра питĕ хĕпĕртерĕм: кашни хĕрĕн пысăк ĕмĕчĕ вăл – пĕркенчĕк, шурă кĕпе... Палăртнă кун ЗАГСа икĕсĕмĕрех кайрăмăр. 13 е 23... Пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пулман. Çамрăкскерсем ун-кун шухăшлама пĕлмен. Тĕл пулнă, пĕр-пĕрне юратнă та хăвăртрах пĕрле пулас килнĕ. Çулсем иртеççĕ. Телейлĕ-ши эпир; Чиперех пурăнатпăр. Виçĕ ача çитĕнет. Вĕсем – пирĕн юрату çимĕçĕ, пурнăçĕ тĕллевĕ. Укçа-тенкĕ çитменни çемье телейĕн çутине тĕксĕмлетет паллах. Анчах ку вăхăтлăх пулăм. Мăшăрăма куç умне кăларатăп та – пĕтĕмпех иртет. Вăл манăн пурнăçри тĕрекĕм, шанчăкăм. Унран çывăх тăван урăх никам та çук манăн.

Аленапа Эдуард, 11 çул каялла çемье çавăрнă:

–Пурнăçăмри пĕлтерĕшлĕ кирек епле пулăм та 13-мĕшне тивет. Анне те, хам та çак кун çуралнă. Шкулта вĕренĕ чухне те, институтра та экзамен, зачет 13-мĕшпе тÿр килетчĕç. Ĕçе те 13-мĕшĕнче вырнаçрăм. 13-мĕшĕнче çырăнма тивни мана вуçех те тĕлĕнтермерĕ. Çак хисеп маншăн – телейлĕ. Мăшăрăмпа чиперех пурăнатпăр. Хушăран çула хура кушак татать ĕнтĕ. Анчах нумай вăхăтлăха мар. Талăкран пĕр-пĕринсĕр тунсăхлатпăр, сăмах хушмасăр нумай çÿрейместпĕр. Çакă мар-и вара телей;

Ирина СЕРГЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика