21 января 2012 г.
Районти тĕп вулавăшра «Сăваплă вут çути» литература каçĕ иртнĕ. Ăна пултаруллă çыравçă Юрий Скворцов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă.
Юрий Скворцов 10 ытла кĕнеке авторĕ, Я.Купалан нумай юррипе хайлавĕн, инди, серб, венгр, çармăс çыравçисен калавĕсен куçаруçи. Автор ял пурнăçĕнчи ÿкерчĕксене сăнама питĕ ăста. Унăн «Сурăм хĕрĕ», «Уках хурăнĕ», «Хĕрлĕ мăкăнь», «Сарă кунсем», «Парăм», «Славик», «Çул юлташĕ», «Хĕвеле хирĕç» хайлавĕсем Михаил Федоров, Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши хайлавĕсемпе пĕр ретре тăраççĕ. Пухăннисене кун пирки З. Удякова библиотекарь тĕплĕн каласа панă, «Этем чунĕн художникĕ» электрон презентаципе паллаштарнă.
Вулавăш ĕçченĕ А.Егорова вулакансене «Чăваш проза ăсти» кĕнеке куравĕпе паллаштарнă.
Р.ИВАНОВА.