АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйту кăсăклантарчĕ

21 января 2012 г.

Иртсе пыракан ĕçлĕ кунсенче ертÿçĕсен халăхпа канашламалли, граждансен вĕсенчен ыйтса пĕлмелли нумай. Йăлана кĕнĕ Пĕрлехи информаци черетлĕ кунĕнче Вутланпа Татмăш ялĕсенче пурăнакансем вĕрентекенсемпе пĕрле кунти шкула пуçтарăнчĕç. Районтан килнĕ ултă çынран тăракан ушкăнра яваплă ĕçсенчи сумлă ертÿçĕсем. Вĕсем халăха интереслентерекен нумай ыйтусем çине анлă хуравсем пачĕç.

Кăçалхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ пулать. Çĕр-шывшăн политика пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕç-пуçа еплерех хатĕрленсе ăнăçлă ирттересси çинчен Чăваш Ен финанс министрĕн çумĕ В.Н.Иванов тата район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ – В.Х.Дубинин тĕплĕн каласа кăтартрĕç, пухăннисене çитес суйлавра активлăх кăтартма сĕнчĕç.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен иртнĕ 2011 çулхи çитĕнĕвĕсемпе управлени пуçлăхĕ А.И. Прохоров паллаштарчĕ, вырăнта епле ĕçлени çинчен Ехремкасси ял тăрăхĕн ертÿçи В.М.Ефимов каласа кăтартрĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухнисене ытларах пенси ыйтăвĕсем, чылайăшне Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн иртнĕ çул вĕçĕнчи ĕç ветеранĕсем пирки калакан Указĕ кăсăклантараççĕ. Районти пенси фончĕн пуçлăхĕ С.Ю.Воробьев тата социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕ Ф.Г.Трофимова 2012 çулта ку енĕпе пурнăçлама палăртнă çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕç.

Çак кунах информаци ушкăнĕ Вăрманкас ялĕнче пурăнакансемпе те тĕл пулчĕ.

А.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика