АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен пултарулăхне ÿстересшĕн

21 января 2012 г.

Çитĕнекен ăрăва пурнăçпа тан аталантарма пулăшасси, тарăн пĕлÿ парасси, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшасси педагогăн паянхи тĕп тивĕçĕ. Кунпа пĕрлех вĕренекене хушма пĕлÿ парасси те малти вырăна тухса тăрать. Çакна тĕпе хурса районти вĕрентÿ пайĕ республика шайĕнче ирттерекен «Ташлакан шкул» проекта хутшăнать.

Ăнсăртран шутласа кăларнă проект мар ку. Унăн тĕллевĕсем çитĕнекен ăрăва художествăлла-эстетика воспитанийĕ парасси, ташлас туртăма аталантарасси. Ачасемпе çамрăксене ташă, спорт, искусство патне туртăнтарасси. Çавăн пекех пултаруллă çамрăксене тупса палăртса вĕсене профессилле ăсталăхне ÿстерме çул уçса парасси.

Асăннă ĕçе 7-18 çулхисем виçĕ ушкăнпа хутшăнаççĕ. Пĕрремĕш ушкăнра чи кĕçĕннисем, 1-4-мĕш классем пулсан, иккĕмĕшĕнче 5-8 классенче вĕренекенсем. Ыран-паян пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакансем вара (9-11 классем) – виççĕмĕш ушкăна кĕреççĕ.

Проект виçĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕ – 2011 çулхи юпа уйăхĕпе пуш уйăхĕн çурри. Çак тапхăрта ачасем шкулта ташăсем вĕренеççĕ, жюри членĕсем вĕсен ăсталăхне хак параççĕ.

Иккĕмĕш тапхăр республика шайĕнче пулать. Жюри членĕсем шкулсенчи командăсен пултарулăхне видеороликсем пăхса çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ. Виççĕмĕш тапхăрта хутшăнма ирĕк параççĕ.

Ку проектпа шкулсенче ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Ташă ăсталăхне вĕрентессине районти ачасен искусство шкулĕ пурнăçласа пырать. Ирина Васильевна Терентьева преподаватель бал ташшисене вĕрентет. Çавăн пекех проекта хутшăнакансен халăх тата эстрада ташшисене вĕренмелле.

Республика шайĕнче иртекен тапхăрта Элĕкпе Юнтапа шкулĕсем хутшăнма сертификатсем илнĕ. Ямашпа Чăваш Сурăм шкулĕсем те асăннă проекта хутшăнаççĕ.

2012 çулта аслă классен ăсату каçĕ тĕлне районти культурăпа кану центрĕн лапамĕ умĕнче бал ташшисен каçне йĕркелесшĕн.

Людмила КУЗНЕЦОВА,

районти вĕрентÿ пайĕн аслă методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика