АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă çамрăкра - ял малашлăхĕ

25 января 2012 г.

1987 çулта çуралнă Олег Михайлов. Ехремкасси ялĕнче тĕрекленсе, ĕçе юратса аталаннă. Ашшĕ-амăшĕн ĕçченлĕхĕ ывăлне куçнă. Çамрăк шикленмесĕрех пĕчĕк фермер хуçалăхне йĕркелерĕ. 2011 çулта 12 гектар çинче тырă-пулă, çĕр улми, купăста, нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтерчĕ. Япăх мар тухăç илчĕ. Çĕр ĕçĕнче тар кăларнипе пĕрлех Ехремкасси ял тăрăхĕн çамрăксен канашне ертсе пырать. Вырăнти яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пĕр çĕре пухма, тĕрлĕ ĕçе явăçтарма ăсталăх пурах-ха унăн. Иртнĕ çул вăл республикăра «Çамрăксен канашĕн чи лайăх председателĕ» ята тивĕçрĕ. Хĕл кунĕсенче Олег ют облаçсене стройкăна тухса çÿрет.

А.СЕМЕНОВА,

Ехремкасси ял тăрăхĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика