АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай, маттур-çке

25 января 2012 г.

Январĕн 19-мĕшĕнче Элĕкре те, ялсенче те пĕвесенче ваксем касрĕç, шыва кĕрекенсем те чылай пулчĕç.

Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ вара çак праçнике уявлама Элĕкри ватăсен çуртне социаллă хÿтлĕх пайĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле çитрĕ. Унта пурăнакан ватăсемпе тĕл пулчĕç вĕсем. Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ Виктор иерей те пирĕнпе пĕрле пулчĕ. Алина Филиппова, Юлия Васильева тата унти ватă çынсем пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Виктор атте Кăшарни çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ, çынсене çăлма килнĕ Иисус Христос çав кун шыва мĕнле кĕнине каласа пачĕ. Турă шывне мĕнле ĕçмелли çинчен те ăнлантарчĕ. Пурте ăна тимлĕн итлесе лартăмăр. Çакăнта пурăнакансен ячĕпе ветерансен хорĕ илемлĕ концерт кăтартрĕ. Владимир Терентьев баян каласа артистсене хавхалантарса тăчĕ. Куракансене ветерансем шăрантарнă юрăсем питĕ килĕшрĕç. З.Данилова, З.Лукишова, М.Михайлов уйрăмах пултарулăхпа палăрчĕç. Виктор иерей ветерансен пултарулăхне пысăк хак пачĕ. Юлия Васильевăпа Алина Филиппова ветерансен ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

районти ветерансен канашĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика