25 января 2012 г.
Халăх хушшинче хисепре тăракан çынсем кашни ялтах чылай. Вĕсене ырă кăмăллăхшăн, тараватлăхшăн, кирлĕ вăхăтра пулăшу кÿнишĕн, пĕр сăмахпа каласан, çынлăхшăн кăмăллаççĕ, юратаççĕ, хисеплеççĕ.
Тăвăш Юнтапара пурăнакан Светлана Никоновăна хисеплĕ çынсен шутне кĕртмелле. Вăл çирĕм виçĕ çул ытла ветеринарта вăй хурать. Ăна халăх питĕ килĕштерет. Хăйĕн ĕçне вăл юратса, пĕлсе тăвать.
Светлана Николаевна 1967 çулта Якунекассинче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах чĕр чунсене хытă юратнă. Çавна май выльăх тухтăрĕ пулма унăн ĕмĕтсем çуралнă. Хăйне май вăл килти кушакпа йытă çинче тĕрлĕ сурансене сипленçи тунă. Пĕр-пĕр аманнă кайăка е йытта курсан вĕсене питĕ шелленĕ. Çапла Светланăн ĕмĕтсем çирĕпленсе те вăйланса пынă. Шкул хыççăн 1984-1986 çулсенче хĕр Вăрнарти техникумра ветеринара вĕренет. Алла диплом илсен яла таврăнать. Юнтапари ветеринари участокĕнче ăна валли вырăнĕ те тупăнать. Çавăнтанпа С.Никонова унта ĕçлет. Килĕрен-киле çÿресе выльăхсене тĕрĕслет. Мĕнле те пулин ыйту сиксе тухсан та çынсем тÿрех ун патне пыраççĕ. Вăл пулăшасса шанаççĕ.
Светлана Никонова хăйĕн пулас мăшăрне пĕрре курсах килĕштернĕ. Туслăх пĕчĕккĕн юратăва куçнă. Каччă Светăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Хĕр хирĕçлемен. Никоновсем çемье çавăрнăранпа çирĕм пилĕк çул та иртрĕ. Пĕрне-пĕри хисеплесе, юратса, ăнланса пурăнаççĕ вĕсем. Виçĕ ачана кун çути парнелесе ÿстереççĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр вĕсен. Аслă ывăлĕ халĕ вун саккăрта ĕнтĕ. Хĕрĕ вун çиччĕре. Хулара кооператив техникумĕнче вĕренет. Чи кĕçĕнни вара Вутланти тулли мар вăтам шкулта пĕлÿ илет. Никоновсем чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăннине иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче паллă турĕç. Пĕтĕм тăванĕ-хурăнташĕ пухăнса вĕсене саламларĕç.
Светланăн мăшăрĕ Мускава ĕçлеме çÿрет. Ачи-пăчисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ Никоновсем. Вĕсен килĕ-çурчĕ пысăк. Хуралтисем те йăлтах кирпĕчрен. Ачисемшĕн тăрăшса пĕтĕм пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Пурнăçра темĕн тĕрлĕ пăтăрмах та сиксе тухма пултарать. Йывăртарах вăхăтра вара выльăх тухтăрĕ пулăшу кÿме васкать. Камăн ĕне пăруламалла, ун хыççăн ăна ура çине тăма пулăшмалла. Çавна май уколсем тусах тăмалла. Теприн ав пăрушĕ аптрать. Ветеринарпа канашламасăр кăсăклантаракан ыйтăва татса параймăн.
Светлана Николаевнăна ялсенче пурте кăмăллаççĕ, хисеплеççĕ. Çынсене пулăшма вăхăтра васканишĕн ăна килĕштереççĕ.
А. СИЛИВЕСТРОВА.