АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăкак сахал мар

25 января 2012 г.

Ял хуçалăх таварĕсен хакĕсем таканари шыв пек выляса тăраççĕ. Сăмахран, хĕлле, чĕр тавар сахалрах чухне, сĕте заводсем хаклăрах йышăнаççĕ. Çу енне каллех йÿнелет. Çакна ĕнесем пăруланипе, сĕт ытларах антарнипе çыхăнтараççĕ. Хака яланах туянакан палăртать. Хирĕçÿллĕ лару-тăруран тухма сĕт сутакансен кооперативсене пĕрлешмелле. Çакă ял çыннисене хăйсем туса илекен тавара тивĕçлĕ хакпа сутма майсем туса парасси иккĕлентермест. Тăваттăн-пиллĕккĕн пĕрлешсе халăхран сĕт пухас ĕçе йĕркелесе ямалла. Çапла майпа кăна ял çыннисем кăмăла тивĕçтерекен хакпа кооператива хăйсен таварне сутма пултараççĕ. Чĕр тавара туянса продукци хатĕрлекен, тирпейлекен предприятисем оборудовани туянмашкăн илекен кредитсене субсидилеме палăртнă. Эпир малашне те сĕт-çу завочĕсем палăртакан хаксене пăхăнса тăрăпăр. Ачасене тăрантармалла, тумлантармалла, налуксене вăхăтра тÿлемелле – хуçалăхра тăкак сахал-и; Чĕрĕ укçа куллен кирлĕ. Парăмсене вăраха тăсса ярасран сыхланса хамăр ирĕкпех экологи тĕлĕшĕнчен таса сĕте предпринимательсене йÿнĕ хакпа парса яратпăр. Çапла тума пире никам та хистемест. Тен, пурте кар тăрсан, пĕр шухăшлă пулсан тĕрĕс марлăха çĕнтерме пулать; Сăмахран, сĕте пĕр хушă памасан хаксене те ÿстерĕç. Ял çыннине выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма питех те йывăр-çке... Çакна мĕншĕн никамах та шута илесшĕн мар;

Л.ЗАЙЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика