АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ăнтăлни çитĕнÿ тума пулăшать»

25 января 2012 г.

– Çитĕнÿ патне çамрăксен хăйсен ăнтăлмалла, пулăшасса кĕтсе лармалла мар. Малашлăхшăн хамăр яваплă, – асăрхаттарчĕ Людмила Радомировна хăй патне ĕçпе пынă пĕр ял тăрăхĕн специалистне.

– Тăрăшни, çине тăрса ĕçлени сисĕнмест-ха вырăнсенче, – чунри пăлханăвне пытараймарĕ вăл.

Районти çамрăксен пурнăçĕшĕн яваплă Л.Р. Иванова. Çамрăксем енĕпе ĕçлекен специалист шутланнăран пăшăрханмалли, тĕрлĕ ыйту татса памалли самантсем час-часах тупăнса тăраççĕ унăн. Чĕрĕлĕхпе, çивĕчлĕхпе палăрса тăраканскер пуçа усмасть, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа илĕртмелли тĕрлĕ ен шырать.

Педагог профессине алла илнĕскер пĕр вăхăт хăйне ачасене вĕрентес ĕçре тĕрĕслесе пăхнă. Вутланпа Ехремкасси шкулĕсенче ĕçленĕ. Унта çÿреме автотранспорт енчен чăрмавлă пулнăран ку ĕçе пăрахма тивнĕ Л.Ивановăн. 2009 çулхи нарăс уйăхĕнче хĕре Элĕк ял тăрăхĕн çамрăксем енĕпе ĕçлекен специалистне çирĕплетнĕ. 2010 çулхи утă уйăхĕнчен районти çамрăксен ĕç-хĕлне йĕркелесе пыма шаннă.

– Ку ĕç мана килĕшет. Хам та çамрăк пулнăран интересли, кăсăкли нумай, – тăсать калаçăва специалист.

Ыттисене ертсе пыма чи малтан хăвăн пуçарулăх кăтартмалла. Çакна тĕпе хурать те Людмила Радомировна. Вăл вĕренÿ министерстви ирттерекен кашни конкурссене хутшăнма тăрăшать. Акă, иртнĕ çул профессилле ăсталăхне палăртас тĕллевпе «Чи лайăх специалист» конкурс иртнĕ. Унта проект çырса хатĕрленипе пĕрлех районти çамрăксен ĕç-хĕлне сăнлакан тĕрлĕ хут хатĕрлеме тивнĕ. Мĕн тетĕр; Людмила Иванова республикăра «Чи лайăх специалист» ята тивĕçнĕ, виççĕмĕш вырăна тухнă.

– Ĕçе интереслĕрех йĕркелеме ыттисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни пулăшать. Тĕрлĕ форумсем те ăсталăха ÿстереççĕ. Иртнĕ çул «Селигер» лагерьте пулни мана хавхалану кÿчĕ. Кунта мал ĕмĕтлĕ çамрăксем хăйсен шухăш-ĕмĕтне пурнăçа кĕртмелли çул-йĕре шыраççĕ, проектсем çырса, вĕсене хÿтĕлеççĕ, – терĕ район администрацийĕн çамрăксен енĕпе ĕçлекен специалисчĕ.

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче вара Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев «Малашлăх пирĕнте» ятпа çамрăксемпе форум ирттернĕ. Чăваш Республикинчен унта саккăрăн хутшăннă. Вăл йышра Людмила Радомировна Иванова та пулнă.

– Президентпа курнăçни, ытти регионсенчи çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни кăмăла çĕклерĕ. Ытти яш-кĕрĕме те тĕрлĕ йывăрлăхсем ура хураççĕ. Апла пулин те, чылайăшĕ вĕсене те пĕрле çĕнтерсе пыраççĕ. Пирĕн хальлĕхе çак туртăм «вăранса» çитеймен, – пĕлтерчĕ хĕр.

Ял çамрăкне вырăнтан хускатмалли тĕрлĕ çул-йĕр шырать пултаруллă специалист. Унра вăй-хал тапса тăни сисĕнет. Яланах савăнăçлă пулма, йывăрлăхсене пуçа усмасăр парăнтарма тăрăшать Людмила.

– Коллектив туслă пулни те ĕçлес шанчăка ÿстерет, – пĕлтерчĕ район администрацийĕн çамрăксем енĕпе ĕçлекен специалисчĕ.

Тăрăшуллă та хастар, пултаруллă хĕр ĕçне пысăка хурса хакланă. 26-ри хĕр кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика