28 января 2012 г.
В.Путин «Раççей чăмăртанать, е Эпир хуравлама тивĕçлĕ кăткăс ыйтусем» статйине тĕплĕн вуласа тухрăм.Владимир Путин пирĕн общество социаллă çĕнĕ чăнлăха – «Вĕренÿ революцине» – кĕнине уйрăммăн палăртнă. Шкулсемпе ытти вĕренÿ заведенийĕсенче самана таппинчи улшăнусене тĕпе хурса çĕр-шыв экономикинче пулса иртекен инноваци йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртме пултаракан çамрăксене вĕрентсе хатĕрлес ыйтăва тĕпе хурса ĕçлемелли çинчен каланă. Эпир коллективра статьяна сÿтсе яврăмăр, вĕрентÿпе воспитани çине çĕнĕлле çаврăнса пăхмалли çул-йĕре палăртрăмăр. Çитĕнекен ăрăва хăй тĕллĕн шухăшлама, пурнăçра çирĕп позици йышăнма, кăткăс ыйтусене тата йывăрлăхсене сирсе палăртнă тĕллевсене пурнăçламалли майсене тупма хăнăхтармалла. Тĕрĕссипе, пирĕн шкул ку енĕпе малтан та япăх мар ĕçлесе пынă.
Эпир ачасене çитĕннисен ретне тăма, общество пурнăçне пур енлĕ тишкерме, вăл е ку лару-тăрура хăй тĕллĕн тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума вĕрентсе пытăмăр. «Президент шкулĕ» программа ăнăçлă ĕçлет. Çулсерен ачасем хăйсен хушшинче президент суйлаççĕ. Чи пахи – кандидатсем программа хатĕрлеççĕ, проблемăллă ыйтусемпе тавлашусем ирттереççĕ. Малтан тĕл пулусем шкулта кăна иртетчĕç, халĕ – Интернетра «В контакте» урлă. Хальлĕхе ачасен президенчĕ – 11»б» класра вĕренекен Александр Архипов. Çуркуннехи черетлĕ суйлавра кам пулассине ачасем хăйсем татса парĕç. Суйлав кампанине шкулта вĕренекенсем яваплăха туйса хутшăнаççĕ, пуçлăх пулма пур енĕпе те малта пыракана тата тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем туса ачасене ертсе пыма пултаракана шанаççĕ. Педагогсем ачасен шухăшĕсене, пуçарулăхне аталантарма пулăшаççĕ. Шкултах çаврăнăçуллă, пурнăç таппине туйса ÿсекен пуçаруллă çынсене хатĕрлеме тытăнни аван.
Эдуард ВОЛКОВ,
Элĕк шкулĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.