АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ассакассисем юрласан ташламасăр чăтаймăн

28 января 2012 г.

Ялти клуб ĕçне йĕркелесе пынă май, кунта хăш-пĕр ырă улшăнусем турăмăр. Çурта тултан, шал енчен те çирĕплетме, илем кÿме тăрăшрăмăр. Мĕнех тăвăн, ку ĕçсене ытларах хамăр вăйпах пурнăçлама тиврĕ. Çурта газификациленĕшĕн те ял-йыш питех те савăнчĕ.

Культура ĕçĕнче пĕччен нимех те тăваймăн. Йыш кирлĕ. Клуб ĕçне хутшăнма кăмăл тăвакансем пурри вара шанчăк кÿрет. Пĕринпе калаçса пăхатăп, тепринпе – хирĕçлекенсемех пулмарĕç. Паллă ĕнтĕ, Ассакасси ялĕнче çамрăксем йышлă теме çук. Çавна май çулланнисем çине таянма тивет. Художество пултарулăх коллективне йĕркелени, пирвайхи концерт-спектакльсене халăх умне кăларни асран тухмасть. Пуçламăшĕ кашнинех хавхалану кÿнĕччĕ. Çапла пирĕн ĕçсем вăй илсех пычĕç. Хамăр ĕç-хĕле халăх умĕнче те тишкернĕччĕ, хыççăн концерт кăтартнăччĕ.

Пурнăçран юлас мар, тетпĕр. Çавна май, район шайĕнчи мероприятисене хутшăнасси, пур уявсене те паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырать. Акă темиçе çул каяллах «Хитрелĕхе хамăр алăпа тăватпăр» смотр-конкурса хутшăнса мала тухнăччĕ, музыка центрĕ çĕнсе илме пултарнăччĕ.

Кăçалхи çула та ăнăçлă пуçларăмăр. Çĕнĕ çул каçĕнче ял-йыш клубра чунтан савăнчĕ. Халĕ смотра хатĕрленессипе тимлетпĕр.

Аслă çулхисем – çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Концерт лартмалла-и е спектакль – пенсионерсем пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсен юрри-ташшисем хамăр пултарулăха фольклор сĕмне кĕртеççĕ. Йыша хушăран çамрăксем хушăнни шанчăк кÿрет.

Культура ĕçченĕ пулма шанчĕç пулсан, хамăн тивĕçе тăрăшсах пурнăçлас килет. Пĕрлехи йышра ĕç ăнать. Сцена çине çĕнĕрен те çĕнĕ мероприятисемпе тухас ĕмĕтпе пурăнатпăр.

Юлашки вăхăтра тĕрлĕ сăлтава пула клуб пушă ларни те пулчĕ. Çавăншăн хытах пăшăрханнăччĕ ял çыннисем. Халĕ культура учрежденийĕн алăкĕ яриех уçăлчĕ те хамăн та чунăм савăнать. Унăн малашнехи ĕçĕ-хĕлĕ манран килнине вара самантлăха та манмастăп.

Валентина КУЗЬМИНА,

Ассакасси клубĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика