АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пылак çимĕç пачĕç, калаçу ирттерчĕç

28 января 2012 г.

Çĕнĕ çул уявĕсенче ачисем çине япăх витĕм кÿрекен ашшĕ-амăшĕсене тĕрĕслес тата тĕпренчĕкĕсене уяв парнелес тĕллевпе республикăра «Полици Хĕл Мучийĕ» ятпа иртнĕ акцие Элĕкри полици уйрăмĕ те активлă хутшăнчĕ. 2011 çулхи раштавăн 23-мĕшĕпе 2012 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕччен Хĕл Мучи сумлă право хуралĕн ĕçченĕсемпе йывăр çемьесенче пулчĕç. Районти полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ А.Константинов Çĕнĕ çул умĕн Шĕмшеш тăрăхĕнчи йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасене пылак çимĕçпе, Хĕл Мучи кучченеçĕпе сăйларĕ.

Асăннă ял тăрăхĕнче Çĕнушкăнри Афанасьевсемпе, Дмитриевсемпе, Яккушкăнĕнчи Егоровсемпе калаçу ирттертĕмĕр. Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче 18 çул тултарман яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа спирт хутăшĕллĕ шĕвек сутнине те тупса палăртрăмăр.

Çавăн пекех уйрăм çынсем пĕлтернĕ хыççăн шкул ачисене чĕлĕм сутнă тĕслĕхсем те çиеле тухрĕç. Айăплисене явап тыттарнă.

Марина НИКИТИНА,

çула çитменнисен инспекцийĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика