АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăсакана пуçран ачашламаççĕ

28 января 2012 г.

2011 çулхи вун икĕ уйăхра Тавăт тата Мăн Вылă ял тăрăхĕсенче пулса иртнĕ преступленисене пĕтĕмлетсе пăхса тухрăмăр. Кашни участок уполномоченнăйĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тачă çыхăну тытать. Унсăр пуçне обществăлла организацисемпе профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ.

Пĕлтĕр Тавăт тата Мăн Вылă ял тăрăхĕсенче пурĕ 20 преступлени регистрациленĕ. Вĕсенчен 5-шĕ РФ УК-ĕн 1-мĕш пайĕн 116 статйипе айăпланакансем, 2-мĕш пайĕн 158-мĕш статйипе – виççĕн.

Çак отчетлă тапхăрта 97 çăхавпа заявлени пăхса тухнă. Вун икĕ уйăхра 197 граждана административлă майпа айăпланă.

Кашни уйăхрах профилактика канашĕ Тавăтпа Мăн Вылă ял тăрăхĕсенче малтан судпа айăпланнă çынсемпе калаçусем ирттернĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, çамрăксемпе ĕçлекен специалистсемпе ташă каçĕсем вăхăтĕнче клубсенче çамрăксемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ. Йывăр çемьесене çитсе тĕрĕсленĕ. Вĕсем асăннă ял тăрăхĕсенче виççĕн шутланаççĕ.

Пăхса тăракан административлă участокра 24 çын хĕç-пăшал усрать. Вĕсенчен иккĕшĕ пăшал упрамалли ятарлă правилăна пăхăнман. Çавăнпа вĕсем çине икĕ административлă протокол çырнă.

Çавăн пекех участок уполномоченнăйĕсен паспорта вăхăтра улăштарнипе улăштарманнине, регистрацисене те çирĕппĕнех пăхса тăраççĕ.

Ялсенче саккунсăр майпа эрех сутакансене тупса палăртассипе рейдсене тухнă. Пурĕ кун пек тăватă тĕслĕх пулнă.

Тавăт тата Мăн Вылă шкулĕсенче вĕренекенсемпе калаçусем ирттернĕ чухне каçхи вăхăтра ачасен урамра çÿреме юраманни пирки асăрхаттарнă (çулла каçхи вун пĕр, хĕлле каçхи вуннă хыççăн юрамасть). Çавна май рейдсене тухса çÿренĕ.

Тавăт тата Мăн Вылă ял тăрăхĕсенчи кашни ялтах граждансемпе тĕл пулусем иртнĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ тата чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан мĕнлерех хамăра тытмалли çинчен ăнлантарнă.

Палăртнă ял тăрăхĕсенче пурĕ 25 çын профилактика учетĕнче тăрать. Вĕсене кашни кварталта тĕрĕслетпĕр.

Д.ШАКАРОВ,

Тавăт тата Мăн Вылă ял тăрăхĕсен участок уполномоченнăйĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика