01 февраля 2012 г.
Элĕкре пурăнакан Алексей Русков ăста пулăç. Тени кÿллине, ытти ялсенчи пĕвесене час-часах пулла çÿрет. Алексей Анатольевич – СССР хисеплĕ донорĕ, çынсене 115 хутчен юн панă. Ĕç ветеранĕ шутланать.
А.Русков Етĕрне районĕнчи Юваново салинче çуралнă. Шупашкарти медицина училищинче стоматологи уйрăмĕнче икĕ çул вĕреннĕ. 1962 çулта направленипе Элĕк район больницине ĕçлеме килнĕ. Шăл техникĕ 36 çул ытла шăл протезĕсем ăсталать, арканнă шăлсене юсать.
Ĕçленĕ вăхăтра Альбина Петровнăпа, вырăс хĕрĕпе паллашаççĕ, мăшăрланаççĕ. Хĕрпе ывăл кун çути парнелеççĕ. Иккĕшĕ те килте вырăсла калаçаççĕ, урамра е кану вăхăтĕнче çынсем хушшинче чăвашла.
Е.ЕГОРОВ.