АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янравлă сассипе тантăшĕсене тыткăнлать

01 февраля 2012 г.

Йăлкăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта пултаруллă ачасем сахал мар. Вĕсен йышĕнчепиллĕкмĕш класра вĕренекен Евгений Свисткова палăртмалла.Вăл вĕренÿре аван ĕлĕкрсе пырать, кĕнеке нумай вулать, тарăн та çирĕп пĕлÿ илме тăрăшать.

Женя тăватă çул пуçламăш классенче пĕлÿ илчĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенне тăрăшулăхĕпе савăнтарчĕ. Вăл пур предметпа та «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пычĕ, вĕренÿ отличникĕ пулчĕ.

Женя – пур енлĕ аталанса пыракан ача. Шкул, район тата республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва кăмăлпа хутшăнса малтисен ретĕнче пулма тăрăшать.

2009-мĕш çулта Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа районти шкул ачисем хушшинче сăвă вулакансен конкурсĕ пулса иртрĕ. 2-мĕш класра вĕренекен Женя Свистков çак тупăшура мала тухса Шупашкарти ача-пăча библиотекинче иртекен конкурса кайма тивĕç пулчĕ. Унтан дипломпа тата парнесемпе таврăнчĕ.

Район шайĕнче иртекен ÿкерчĕксен конкурсĕнче те яланах малти вырăнсене йышăнать. Ашшĕ-амăшĕ ăна ачаранах тĕнче хитрелĕхне курма вĕрентнĕ.

Пĕлтĕр Элĕк шкулĕнче иртнĕ пултарулăх проекчĕн «Эпĕ – тĕпчевçĕ» конкурсĕнче 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ, диплом илме тивĕçрĕ.

Çамрăк тĕпчевçĕ килти аквариумра пурăнакан пулă çинчен тĕпчев ĕçĕ ирттерни çинчен презентаци турĕ. Çапла, пултаруллă вĕренекен пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать. Унăн тата тепĕр ырă енĕ пур. Вăл сăвă-юрă ăсти те. Хăйĕн уçă та янăравлă сассипе юрăсем шăрантарать: чăвашла, вырăсла, акăлчанла.

Пĕлтĕр районта иртнĕ ют чĕлхесен «Туслăх хĕлхемĕ» фестивале Женя Свистков та хутшăнчĕ, акăлчанла юрларĕ, «Юрă ăсти» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

2010-мĕш çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе, литературипе иртнĕ тупăшура та палăрчĕ пирĕн вĕренекен. Унтан вăл 3-мĕш степеньлĕ дипломпа таврăнчĕ.

Иртнĕ çул республикăра «Яланах театр» фестиваль-конкурс пулчĕ. Унта та хутшăнчĕ арçын ача. Вăл Петĕр Хусанкайăн «Чăваш ачи» сăввипе Элĕк район чысне хÿтĕлерĕ. Жюринче ларакан чăваш халăх артистки Вера Кузьмина Женьăн пултарулăхне пысăк хак пачĕ. Паллă артистка ăна хăйĕн çинчен çырнă кĕнекене парнелерĕ. Евгений Свистков «Поэзире чи лайăх вулакан» номинацире малти вырăна йышăнчĕ, дипломпа таврăнчĕ.

Çакăн хыççăн нумаях та вăхăт иртмерĕ, ăна Чăваш наци радионе йыхравларĕç. Вăл вуланă «Чăваш ачи» сăвва çырса илчĕç. Халĕ унăн уçă та янăравлă сассине кашни кунах радиопа илтме пулать.

Кăçал вăл пиллĕкмĕш класра вĕренет. Ку вĕренÿ çулне те лайăх кăтартусемпе пуçларĕ. Яков Ухсай 100 çул тултарнă ятпа районта иртнĕ конкурсра «Ухсай сăввисене вулакан» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.

А.САМОХВАЛОВА,

Йăлкăш шкулĕн вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика