01 февраля 2012 г.
Ялсенче çамрăксем ĕçлени кăмăла çĕклентерет. Анчах та кашниех ĕç вырăнĕ тупма пултараймасть. Çапах хăшĕ-пĕри ялта тĕпленсе, тупăш туса ытлă-çитлĕ пурăнма тăрăшать. Кашни ялта тенĕ пекех ĕçчен те маттур çемьесене палăртма пулать.
Акă Пиçенерте пурăнакан Алякинсен çемйине çавсен шутнех кĕртер. Ку çемьере туслăхпа ăнлану хуçаланать. Кинпе хуняма хушшинчи хутшăну та лайăх. Вĕсем пĕр чĕлхерен тесен те йăнăш пулмĕ.
Леонидпа Светлана пĕрлешни те чылай çул мар. Вĕсен хальлĕхе пĕр ачан кун çути курнă. Адриан ят панă ăна çамрăк мăшăр.
– Ывăлăм килте хунямапа ларать, мăшăрăм Чăваш патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа вĕреннипе пĕрлех ют çĕре ĕçлеме çÿрет, - сăмахларĕ çак ялтах çуралса ÿснĕ Светлана Борисовна.
С.Алякина вун виççĕмĕш çул «Витязь» хуçалăхра бухгалтерта тимлет. Пĕчĕк чухне тухтăр пулма ĕмĕтленнĕскер шут ĕçченĕ пулатăп тесе шутламан та вăл. Анчах пурнăç хăйне килсе тухнă. Светлана ку хуçалăхра 1999-мĕш çултанпа тăрăшать.
– Мана кунта ĕçлеме килĕшет. Элекьенушкăнь ялне çÿресе пурнăçа бухгалтер ĕçĕпе çыхăнтаратăп тесе кам шутланă ăна; – шÿтлекелесе илчĕ Светлана.
Вăл Ишпарайкка шкулĕнче тăхăр класс пĕтернĕ. Ун хыççăн Шĕмшешри вăтам шкулта 10-11 классене вĕренсе тухнă. Пĕчĕк чухнехи тухтăр пулас ĕмĕтсене пăрахăçласа Вăрнара училищĕне бухгалтера вĕренме кĕнĕ. Унта диплом илнĕ хыççăн яла таврăннă. Çамрăк специалист валли ĕç вырăнĕ те тÿрех тупăннă.
Алякинсем çемьен пысăк лавне пĕр тикĕссĕн туртса пыраççĕ, кашни ĕçе пĕрле канашласа тума тăрăшаççĕ, пĕр-пĕрин сăмахне яланах шута илеççĕ. Светăн хуняшшĕпе хунямăшĕ пĕлтĕр çĕнĕ пÿрт туса лартнă. Пĕр килте çамрăксене тăвăртарах пуласран уйрăм пурăнма шутланă. Çапах та вĕсем пĕр-пĕрин патне çÿреççĕ, пулăшаççĕ. Халĕ Леонидăн ашшĕпе амăшĕ çĕнĕ пысăк çуртра пурăнаççĕ. Йĕри-тавра чăх вĕçсе каçайми карта тытса тухнă.
Алякинсен икĕ çемйи те выльăх-чĕрлĕх чылай усрать. Çĕрпе ĕçлесси, пахча çимĕç ÿстересси вĕсемшĕн чун киленĕвĕ. Çĕр çинче ĕçлеме çăмăлрах пултăр тесе трактор туяннă. Сакăр гектар çĕр çинче тыррине те, утă-улăмне те самаях пуçтарса кĕртеççĕ.
Светланăн мăшăрĕ эколога вĕренет. Мĕн ачаранах çут çанталăка кăмăллать. Вĕсем иккĕшĕ пĕр ялтанах пулнăран пĕр-пĕрне тахçантанпах килĕштернĕ. Çавна май çемье те çавăрнă.
Халĕ вĕсем паянхи пурнăçпа киленсе те савăнса пурăнаççĕ. Хунямăшĕпе кинĕ, ашшĕпе ывăлĕ пĕр пулса хуçалăха çирĕппĕн тытса пыраççĕ. Аслă ăру вара çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх яланах.
А.СИЛИВЕСТРОВА.