АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿршĕсемпе тĕл пулчĕç

04 февраля 2012 г.

Шахмăта юратакансен «е2-е4» клубăн членĕсем çулсеренех кÿршĕллĕ районти шахмăтçăсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Кăçалхи ăмăртусене вĕсем кăрлачăн 28-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Тивĕшре уçрĕç. Ку хутĕнче клубăн чысне А.П.Дмитриев (Шуркасси), А.Ф.Степанов (Элĕк), В. Филиппов (Элĕк шкулĕ), А.А.Иванов (Элĕк), Б.И.Кириллов (Мăн Вылă), З.П.Федоров хÿтĕлерĕç. Муркаш районĕнчен те улттăн пулчĕç.

Ăмăртура пирĕн район шахмăтçисем Муркаш командинчи кашни çынпа вылярĕç. «е2-е4» клубăн членĕсем 18,5 чухлĕ очко пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç, Муркашсен куçса çÿрекен Кубокне Элĕке илсе килчĕç. Муркаш шахмăтçисем те аван вылярĕç, 17,5 очко пухма пултарчĕç. Лайăх вылянă шахмăтçăсене грамотăсемпе тата медальсемпе чысларĕç. Вĕсен шутĕнче пирĕн командăри А.Степановпа В.Филиппов пулчĕç.

Çак кунсенче кÿршĕсен шахмăтçисем В.А.Верендеев 80 çул тата Г.Е.Краснов 75 çул тултараççĕ. Икĕ район шахмăтçисем вĕсене сехетсем парнелерĕç.

З. ФЕДОРОВ,

«е2-е4» клубăн президенчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика