АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергей Шойгу: «1991 тата 1993 çулсенчи пек пулăмсене курар мар!»

04 февраля 2012 г.

– Сергей Кужугетович, декабрь Мускаври чылай митингпа асра юлчĕ. Хăшĕ-пĕри протестсене йышăнать, хăшĕ-пĕри хирĕçлет. Сирĕн Раççей политикинчи стаж пысăк. Çак пулăмсене мĕнле хак панă пулăттăр;

– Эпĕ митинга тухса хăйсене, хăйсен шухăшне, хăйсен сассине хисеплеме ыйтакан çынсене ăнланатăп. Декабрьте митинга тухнисенчен ытларахăшĕ шăпах кунашкаллисем. Анчах та вĕсем хушшинче юлашки çулсенче хăйсен митингне 200 çынран ытла пухайманнисем те пулчĕç. Вĕсем кунашкал пулăмпа хăйсене кирлĕ пек усă курма хăтланаççĕ, «Тĕрĕс суйлавшăн» лозунг сăлтав кăна, тĕрĕссипе вĕсем Путина хирĕçле шухăшсене вăйлатасшăн. Мана агрессилле чĕнÿсем хăратаççĕ. 1993 çулта кăшт кăна граждан вăрçи пуçланса каймарĕ. Ун чухне паллă, хисеплĕ çынсем «Шурă çуртăн» балконĕнчен хĕрсе кайнă халăха хĕтĕртсе тăчĕç. Эп çак событисем тепĕр хут пулассинчен асăрхаттаратăп. Манса кайнисене 1993 çулхи октябрьти хроникăна пăхма сĕнетĕп.

– Сăмах май, хăш-пĕрисем хальхи вăхăта перестройка тапхăрĕпе, «Шурă çуртăн» хÿтĕлевçисен акцийĕсемпе танлаштараççĕ. 1991 çулта эсир унта пулнă. Пĕрпеклĕх пур-и;

– Ун чухнехи тата паянхи – танлаштармалла мар япаласем. 1991 тата 1993 çулсенчи пек пулăмсене курма Турă урăх ан хуштăрччĕ. Çапла пулма сăлтав та çук. Ун чухне çĕршывра чухăнлăх, лавккасенче пушă сентресем хуçаланнă. Вăл аркану, ăссăрла инфляци, вăйсăр влаç вăхăчĕ пулчĕ. Паян çĕршыв лайăхрах пурăнать. Эпир нумай чăтса ирттертĕмĕр – çавăнпа та тăнăçлăха, лăпкăлăха пирĕн сыхласа хăвармаллах.

– Çапах та декабрьте çынсем тĕрĕс суйлавшăн митинга çĕкленчĕç...

– 10 çынран 9-шĕ митинга тĕрĕс суйлавшăн тухрĕ. Анчах вуннăмĕшĕ темшĕн тухса калаçнисене Путина хирĕçле сăнсем кĕртесшĕн. Путин иртнĕ суйлава хутшăнмарĕ, вăл списоксенче пачах пулмарĕ пулин те!

Шутласа пăхăр-ха, Путинран ытла тĕрĕс те таса суйлавшăн кам урăх тăрăшать. «Саккуна пăснă йăнăшсем çук пулсан вĕсене шутласа тупмалла» текен шухăшлă çынсенчен хăрамалла. Çавăн йышшисем каллех вуншар миллион çыншăн йăнăш ан туччĕр.

– Мĕншĕн вĕсен Путина хÿтĕлемелле-ха;

– Пĕлетĕр-и, эпĕ нумайăшне ĕçре курнă. Путинăн оппоненчĕсене илер-ха. Вĕсем пурте 90-мĕш çулсенче çуралнă колодăран. Жириновский, Зюганов, Явлинский... Вĕсенчен хăшĕ-пĕри виçĕ, теприсем тăватă хутчен хăйсене Президент кандидатне тăратрĕç. Эсир, мĕн, мана нумай пинлĕ коммунистсен йышĕнче халĕ те çамрăк хĕрÿ лидерсем çуралман тесе ĕнентересшĕн-и; Путин çинчен каласан, эпĕ ун пек ертÿçĕ (Виктор Степанович Черномырдинсăр пуçне, паллах) – кирек мĕнле инкеклĕ лару-тăрура та çынсемпе юнашар пулма тăрăшаканскере – курман. Эпĕ çак çынпа вăрçăра та пулнă, вăл офицерсемпе, салтаксемпе хăйне мĕнле тытнине курнă. Вăл шанчăклă çын.

Манăн макроэкономика кăтартăвĕсене илсе парас килмест. Паянхи лару-тăрăва эпĕ витĕр куратăп. Эпĕ малтан мĕнле пулнине манмастăп, çак вăхăтра мĕн тунине лайăх пĕлетĕп. Шантарма пултаратăп, Путин – хамăр çĕрĕн кашни сантиметрĕшĕн, Раççее тĕнче аренинчи чи тивĕçлĕ вырăна кăларассишĕн ăнтăлаканскер.

– Кирек мĕнле влаçăн та туллин татса паман ыйтусем пур. Кирек хăш регионта та, кирек хăш çĕршывра та. Анчах та мана ăнăçсăр самантсене кăна çиеле кăларни килĕшмест. Лайăххине те чылай тунă-çке.

– Асăннă ыйтусемпе кĕрешетпĕр, çак ĕç малалла та пырать, сĕннĕ мерăсем результатсем парĕç. Анчах та аса илес-тĕк: 1998 çулта мĕн чухлĕ халăх чухăна тăрса юлчĕ. Мĕн чухлĕ çамрăк, пултаруллă предпринимательсем пĕр кунра панкрута тухрĕç. Çĕршыв пысăк парăма кĕрсе ÿкрĕ, пĕтĕм çĕршыв Пĕтĕм тĕнчери валюта фондĕнчен черетлĕ пулăшу килессе чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Халĕ урăх çĕршывсем кĕтеççĕ – Раççей кредит парĕ е çук, Раççей пулăшĕ-и е çук. Примаков, Матвиенко, ун чухнехи правительствăн ытти членĕсем тĕрĕс утăмсем туман пулсан çĕршыв мĕнле авăра чăмнă пулĕччĕ-ши;

– Çынсем хăйсен, ачисен пуласлăхне курасшăн. Вăтам сийри халăха пурнăç пĕр вырăнта чарăнса тăма пултарасси чăннипех хăратрĕ вĕт.

– Ман шутпа, Путинăн хăйĕн ĕç опытĕнчен чылай план пухăнчĕ пулĕ. Йывăр кризиса чăтса ирттертĕмĕр. Кризис пулман пулсан, аталанура чылай малалла утнă пулăттăмăр. Çĕршыва пырса тивекен ыйтусене татса парассипе Путин ĕçленине çирĕп ĕненетĕп.

«Комсомольская правдаран».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика