04 февраля 2012 г.
Инкек тени никама та хăй килессине асăрхаттармасть.
Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Тури Юлăш ялĕнче кăнтăрла иртни тăватă сехет тĕлнелле пурăнмалли çуртра пушар тухнă. Çулăм 2011 çулта кирпĕчрен купаланă пÿртре алхаснă. Юрать-ха ытти хуралтăсем сиенленмен.
Пушарта 2008 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче çуралнă ача вилнĕ. Çулăм çуртра хыпса тухнă.
Район прокуратурин тĕрĕслевĕ тăрăх, çакă паллă пулчĕ. Ачан ашшĕ-амăшĕ вăл вăхăтра килте пулман. «Хĕрлĕ автан» ашшĕпе амăшĕ ĕçе тухса кайнă хыççăн (вĕсем фермăра выльăхсене пăхнă çĕрте ĕçлеççĕ) 15 минутран алхасма тытăннă. Пĕчĕк ачана нумай вăхăта пĕччен килте нихăçан та хăварман. Ку хутĕнче те вĕсем ĕçе кайнă вăхăталла шкултан автобуспа аслă çулсенчи ачисем килмелле пулнă. Автобус шкултан виçĕ сехет те вăтăр минутра тухать. Килтен ĕçе кайнă чухне ашшĕ алăка питĕрмесĕрех хăварнă. Пĕчĕк ача телевизор пăхса юлнă. Ĕçе кайнă вăхăтра ашшĕ хирĕç шкултан килекен ачисене тĕл пулнă. Фермăна çитиччен вăл хăйĕн килĕнче пушар пирки хыпар илтет, çавăнпа каялла васкавлăн таврăнать, анчах хĕр ачине çăлса хăвараймасть. Инкек пулса иртнĕ вырăна тĕпченĕ хыççăн диван хыçĕнче утиялпа витĕннĕ ача кĕлеткине тупнă.
Пушар мĕнрен тухнине хальлĕхе тĕпчеççĕ. Çакна каламалла, çемьере пурĕ тăватă ача ÿснĕ. Мăшăрсем 2011 çулта çĕнĕ пÿрт туса лартнă. Ашшĕпе амăшĕ эрехпе ашкăнман, ялта йĕркеллĕ çемье шутланнă. Шел пулин те, ку ялта ача сачĕ пулман. Çывăхри садик вара вунă çухрăм аякра вырнаçнă. Çавăнпа хĕр ача час-часах ултă çухрăмри ялта аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче вăхăта ирттернĕ.
А.БОЛЬШОВА,
район прокурорне пулăшаканĕ.