АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм ĕçни арçынна килĕшмест

04 февраля 2012 г.

Юратсах пĕрлешрĕмĕр эпир. Пĕр-пĕрне çын урлă тупман. Урăхла каласан, евчĕ пĕрлештермен пире. Çавăнпа та çемье арканнăшăн никама та айăплама кирлĕ мар. Хамăр çавăрнă йăвана иксĕмĕрех салатрăмăр. Апла пулсан упăшка та, эпĕ те айăплă. Ачасене çеç шел. Ашшĕ сывă çĕртех тăлăх ÿсеççĕ вĕсем. Хам ларнă турата хамах касмарăм-ши; Халĕ тинех чавса çывăх та – çыртаймăн.

Качча кайнă хыççăн пĕр вăхăт сутуçăра ĕçлерĕм. Ĕç хыççăн юлташсемпе сăлтавсăрах уявсем йĕркелеме юрататтăмăр. Паллах, сăра-эрех ĕçмесĕрех пулман ĕнтĕ. Çакă упăшкана килĕшместчĕ. Пĕрмаях мăкăртататчĕ вăл. Çавна май пĕр вăхăт юлташсенчен уйрăларах çÿрерĕм. «Упăшку каланине пурне те итлесен унăн тарçи пулăн», – терĕ пĕррехинче Зоя. Каллех вĕсем патне туртăнтăм. Виççĕшĕ те, упăшкисенчен уйрăлнăскерсем, мана кăштах кĕвĕçетчĕç те пулĕ. Ара, сăра-эрех ĕçмен, йĕркеллĕ арçынна кăнтăр кунĕнче хунарпа шырасан та тупаймăн халĕ. Манăн Коля шăпах çавнашкалличчĕ. Ачасене те пăхатчĕ, кил-çурта та тирпейлетчĕ. Шутлатăп та халĕ – тĕлĕнетĕп: ылтăн чăмăркки вырăнне хурса хисеплемелле пулнă ăна.

Хĕрарăм ĕçни кирек хăш арçынна та килĕшмест, паллах. Ялта ĕç çукран килте выльăх-чĕрлĕх ĕрчететчĕ вăл. Сăра-эрехпе туслашнă хыççăн ĕне-сурăха пăхма пăрахрĕ, ачасем пирки манчĕ. Килти ĕç пĕтĕмпех ман çине тиенчĕ. Паллах, ку мана килĕшмерĕ. Çемьере хирĕçÿ-харкашу пуçланчĕ, ун хыççăн – «тÿпелешÿ». Упăшка хам çине алă çĕкленине каçарма пултараймарăм. Ÿсĕрскер пире килтен хăвалатчĕ. Ачасем хăранипе шари! кăшкăрса макăратчĕç. Хĕрĕм вара чирлесех кайрĕ, тытăнчăклăн калаçма пуçларĕ. Çакăн хыççăн упăшкаран чун сивĕнчĕ. Каçарма пултараймарăм ăна, судпах уйрăлтăмăр.

Кольăн чун-чĕри пĕтĕмпех сивĕнмен иккен. Кил-çурта пире парса хăварчĕ вăл. Ачасемшĕн алимент тÿлеме те хирĕç пулмарĕ. Хăй вара çур çĕре ĕçлеме тухса кайрĕ. Ывăлăмпа хĕрĕме тивĕçекен укçана вăхăтра ярса тăчĕ. Çавна май упăшкан пулăшăвне туйса пурăнтăм. Анчах та хÿтлĕх тупаймарăм. Пĕччен хĕрарăм çумне кам кăна çулăхмасть;

Маларах тунă йăнăша вăхăтра ăнланса илтĕм, ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси пирки çеç шухăшларăм.

Кольăна чылай çул курманччĕ. Пĕлтĕр çулла çемйипе амăшĕ патне килсе кайрĕç. Вăл унчченхинчен те хитререх пек. Арăмĕ, вырăс майри, лайăх пăхать пулас. Ÿт-пĕвĕ кăштах тулнă.

Вĕсене курсан чĕре чутах çурăлса каятчĕ. Куçсем пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç, сăн-пит хĕрелчĕ. Юн тапса тухрĕ тейĕн, пит пĕçерсе илчĕ. «Мĕнле пурăнатăр, Аня;» – терĕ вăл мана тинкерсе. «Аванах», – куçа тартрăм эпĕ. Тата темĕн каласшăнччĕ Коля, анчах арăмĕ чăрмантарчĕ.

Çак вăхăтра хам телейсĕр пулнине пĕрремĕш хут туйса илтĕм. Анчах та ăна хам çухатмарăм-и-ха; Ылтăн пек упăшкана урăх хĕрарăм аллине патăм. Халĕ вара чун вĕчĕрхенет, кăшкăрса макăрас килет. Манăн ывăлпа хĕршĕн те тăван ашшĕ-çке вăл. Çитменнине эпĕ халĕ те юрататăп ăна. Каялла тавăрма пултарайăп-ши; Ачасене тăлăх çитĕнтерес килмест-çке.

АННА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика