АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаша - пысăк пулăшу

08 февраля 2012 г.

Юлашки çулсенче ĕне, сурăх, сысна тытнисĕр пуçне лаша усракансем те тĕл пулаççĕ. Янавар кил-çурт таврашĕнче, пахчара ĕç тунă чухне те нумай пулăшу парать.

Вутлан ялĕнчи Алексей Семенов выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнма хăнăхман. Мăшăрĕпе лаша, ĕне, чăх-чĕп усраççĕ. Ĕçчен çемье хушма хуçалăх тытмасăр пурăнма çăмăл маррине лайăх ăнланать. Çавăнпа çу кунĕсенче выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлессипе сахал мар вăй хурать. Лаша хăйсене те, ялти çынсене те пысăк пулăшу кÿрет: çĕр сухаламалла, утă-улăм турттарса килмелле тата ытти ĕçсем те пур.

Семеновсем ачисене те ĕçе юратма вĕрентсе ÿстернĕ. Кĕçĕн çулхи ывăлне те ĕç патне хăнăхтараççĕ.

А.ГОРШКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика