08 февраля 2012 г.
Элĕкри вăтам шкулта вун пĕрмĕш класра вĕренсе тухнă Лева Филиппов Кĕçĕн Тăванта çуралса ÿснĕ. Тăван ялĕнчи шкула хупнă хыççăн район центрне çÿреме пуçланă. Çавăнтанпа вăл кикбоксинка кăмăлланă. Лева халĕ Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче вĕренет. Кикбоксинк енĕпе кĕрешме юратать. Çак спорт енĕпе вăл хăйне килĕшнĕрен кăсăкланать.Халĕ çамрăк виççĕмĕш курс студенчĕ. Шкулта вун пĕрмĕш класс вĕреннĕ вăхăтра пĕр урамри арçын ачасемпе вăрманта тупăшу та ирттеркеленĕ. Михĕсене пăчкă кĕрпи тултарнă та «çапăçнă». Бокс вăрттăнлăхĕсене В.Максимов тренер алла илме пулăшнă. Кикбоксинк секцине те çÿренĕ вăл вăхăтра Л.Филиппов.
– Сывлăха пула ринга тухма юрамасть манăн. Çапах та хамшăн тренировкăсене çÿретĕп, – пĕлтерчĕ Лева Филиппов.
Халĕ унăн шăллĕ те кикбоксинк енĕпех кĕрешет. Арçын ача пĕлтĕр кĕркунне çеç тренировкăна тытăннă пулсан та, ăсталăхĕ кунран-кун туптанса пырать. Дима районти тата ытти шайри ăмăртусенче малти вырăнсем йышăнма пуçланă. Унăн пултарулăхне тренер асăрхамасăр пултарайман. Халĕ вуннăмĕш класра ăс пухаканскере пĕлтĕр кĕркунне Çĕрпÿ районĕнче иртнĕ ăмăртăва илсе кайнă. Унта вăл 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Левăпа Димăн килте пĕрремĕш класа çÿрекен шăллĕ пур. Ăна та вĕсем пĕчĕккĕн кикбоксинка хăнăхтараççĕ, спорт çине пысăк тимлĕх уйăрма вĕрентеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕсем спортпа туслă пулнишĕн хĕпĕртеççĕ кăна.
Хĕлле арçын ачасем йĕлтĕрпе чупаççĕ. Хулара вĕренекен Лева канмалли кунсенче час-часах яла килсе каять. Шупашкарта машинăпа ĕçлекелесе хăйне валли пурăнмалăх укçа-тенкĕ те тăвать. Дима шăллĕ уроксем хыççăн каç кÿлĕм тренировкăсене юлать.
– Спорт хăравçăсене, кутăнлашакансене юратмасть. Çавăнпа иккĕленчĕк туйăма эпĕ кашнинчех пытарма тăрăшатăп. Владимир Максимов тренер та мана ялан пулăшать. Чăтăмлăха вĕрентет. Кăмăл-туйăма çирĕплетмесен мала тухаймăн. Çĕнтерÿçĕ пулассишĕн чылай тар тăкма тивет. Ăмăрту вăхăтĕнче те тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултарать, вĕсене çĕнтерме пĕлмелле. Спорт çирĕп пулма вĕрентет, – терĕ Дмитрий. Ку сăмахсем тĕрĕсех.
– Пурнăçа мĕнле йĕркелесси пĕтĕмпех хамăртан килет. Эпĕ вара çутă ĕмĕтсемпе пурăнатăп, – сăмахне вĕçлерĕ çамрăк.
А. ТУВАНСКАЯ.