АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пулмалла

11 февраля 2012 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕр-шыври анчах мар, республикăри вун-вун предприяти-организаци йывăрлăха лекрĕ.

Халăха ĕç укçи, пенси, пособи, социаллă тÿлевсем парайманни ура хучĕ, заводсемпе фабрикăсем, хуçалăхсем панкрут çулĕ çине тăчĕç. Çĕр-шыв арканăвĕ пире этника никĕсĕ çинчи граждан вăрçи чиккине илсе çитерчĕ. Çĕр-шыв вăйсăрлăхĕпе патшалăх тулашĕнчи тăшмансем те усă курма пултарни, хăш-пĕр региона вут-çулăма кĕртсе яни вăрттăнлăх мар. Çак вучахсене пысăк вăйпа сÿнтерме май тупрăмăр. 2000-2008 çулсенче Раççей Президенчĕн постне йышăннă Владимир Путин ăста, хăюллă та яваплă, çирĕп политик пулнăран çĕр-шыва пуçтарма, социаллă тытăма йĕркене кĕртме тата экономикăна çĕклеме пултарчĕ анчах мар, тулаш политикăна та çирĕплетрĕ. Вăл хăй тавра пĕр шухăшлă çынсен ушкăнне пуçтарма пултарнăран граждансен пулăшăвĕ çине таянса çĕр-шыв пĕрлĕхне упраса хăварчĕ. Пĕрлĕхре пулнăранах пире – Раççей халăхне – тĕнче кризисĕ те ура хураймарĕ. Çĕр-шыв умĕнче татса памалли çивĕч ыйтусем татах та нумай. Салану тапхăрĕнчен тухса аталану çул-йĕрĕ çине çирĕп тăнă çĕр-шыва хăратмалла мар вĕсем. Чи кирли – пĕрле пулмалла, пĕр-пĕрне шанмалла тата пулăшмалла. Лайăх пурăнма, ырă тĕллевсене пурнăçлама кашнийĕн хастар ĕçлемелле. Путинăн авторитечĕ пысăк. Вăл çĕр-шыв пĕрлĕхне, экономикине тата та çирĕплетмелли, патшалăхăн тĕнче умĕнчи статусне çĕклемелли çĕнĕрен те çĕнĕ çул-йĕр шырать, халăх шанăçне тÿрре кăларса пырать.

Николай АНДРЕЕВ,

федераллă казначействăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн пай начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика