АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килтен тухмасăр пĕлÿ илеççĕ

11 февраля 2012 г.

2010 çултанпа сывлăх енчен хавшак ачасене вĕренме майсем туса парассипе сахал мар ĕçлеççĕ. Ку енĕпе Элĕк районĕнче те инвалид ачасене валли дистанцилле вĕрентĕве йĕркеленĕ. Асăннă вĕрентÿ «Вĕрентÿ» нацпроектпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать.Дистанцилле вĕрентĕве йĕркелени килтен тухса çÿреймен ачасене çирĕп пĕлÿ илме, ыттисемпе тан аталанма, тантăшĕсемпе хутшăнма май парать.

Шкула çÿреймен, сывлăх енчен хавшак ачасем Интернет урлă вĕрентÿ программине çеç мар, Раççей, ют çĕршыв библиотекисенчи электронлă тулли документсемпе те паллашма пултараççĕ.

Паянхи куна Элĕк районĕнче дистанцилле вĕрентÿпе икĕ ача усă кураççĕ. Питĕшкассинчи вăтам шкул бази çинче пĕр ача, Писĕп ялĕнчи тепĕр ача хулара ятарлă коррекци шкулĕнче пĕлÿ илет, дистанцилле вĕренÿпе ăс пухать.

Нумаях пулмасть Элĕкри, Ураскилтри вăтам, Вутланти тулли мар вăтам шкулсене те ятарлă оборудовани кÿрсе килнĕ. Пилĕк ачана вĕренмелĕх вырнаçтарнă ăна. Асăннă техникăпа вĕренĕве вĕçличчен тÿлевсĕрех усă курĕç ачасемпе педагогсем. Сывлăх енчен хавшак ачасен пĕтĕмĕшле йышĕ, 100 проценчĕпех пĕлÿ илме пултарать.

Дистанцилле вĕрентĕве нацпроектпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пыни инвалид-ачасене пĕлÿ парас ыйтăва татса парать. Çавăн пекех сыввисемпе чирлисем хушшинчи танмарлăха пĕтерет.

Валентина СЕМЕНОВА,

вĕрентÿ управленийĕ çумĕнчи психологипе социаллă центр директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика