11 февраля 2012 г.
Нумаях пулмасть филологи наукисен докторĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, Чăваш Республикин ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Сергеев 70 çул тултарчĕ.
Вăл 1942 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Мартынкасси ялĕнче çуралнă. Вăрçă çулĕсенчи нумай ача пекех ашшĕн ăшшине курман. 1941 çулхи авăн уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă ашшĕ. Иван Сергеевич шăпах ывăлĕ çуралас вăхăтра хаяр вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Амăшĕ, Елена Яковлевна, пĕртен-пĕр ывăлне çын тăвассишĕн вăй-халне, вăхăтне шеллемен.
В.Сергеев Мартынкассинчи 7 çул вĕренмелли шкулта ăс пухать. Ăна, çамрăк натуралистсен кружокĕн членне, 1956 çулта Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне янă. Унта çамрăк тĕпчевçĕ хăйĕн пурнăçĕнчи пирвайхи наградăна – медале тивĕçет.
1960 çулта Виталий Сергеев Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн чăваш тата акăлчан чĕлхисен уйрăмне вĕренме кĕрет. Ытти студентсемпе пĕрле пĕлĕве тарăнлатать.Çар службинче пулать. 1967-1970 çулсенче Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмăри вăтам шкулта учительте ĕçлет. Пултаруллă çамрăка Чăваш ăслăлăх тĕпчев институчĕн ĕçченĕсем В.Дмитриевпа И.Андреев малалла ăс пухма сĕнеççĕ. Вĕсене хирĕçлемест. В.Сергеева шырав-тĕпчев туртăмĕ Мускаври СССР ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институтне, тĕллевлĕ аспирантурăна илсе çитерет. 1974 çулта «Чăваш чĕлхинчи нумайлăха пĕлтерекен мелсем» темăпа кандидат диссертацине хÿтĕлет.
1974-1982 çулсенче хастар чĕлхеçĕ Чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче вăй хурать, 33 ăслăлăх статйи пичетлет. 1982 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕн культура факультетне чăваш чĕлхин кафедрине ĕçлеме куçать. Университетра ĕçленĕ вăхăтра Виталий Иванович 6 вĕренÿ кĕнеки, 7 меслет кăтартăвĕ пичетлесе кăларать.
Виталий Иванович аллă çула яхăн куллен ăслăлăх шыравĕнче, хăйĕн ăслăлăх шкулне йĕркеленĕренпе 6 çамрăк кандидат диссертацине, пĕр вĕрентекенĕ доктор диссертацине хÿтĕленĕ тата иккĕшĕ доктор диссертацийĕсемпе хÿтĕлеве тухма хатĕр.
И.МУКИНА,
ЧПУн доценчĕ.