АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Февралĕн 15 мĕшĕнче Сретени

11 февраля 2012 г.

Февралĕн 15-мĕшĕнче православи чиркĕвĕ «Сретени» праçникне паллă тăвать. «Сретени» славянларан куçарсан тĕл пулу тенине пĕлтерет. Çак кун чиркÿ Иисус Христосăн Çĕр çинче пурăннă чухне пулса иртнĕ паллă событие аса илтерет.

Раштав (Рождество) хыççăн 40 кун çитсен Марияпа Иосиф, Аслă Турă халалне пурнăçласа, пĕчĕкçĕ ачана Турăпа тĕл пултармашкăн Иерусалим чиркĕвне илсе пыраççĕ. Турă çуртĕнче ватă Симеон та пулнă. Вăл Кивĕ Халала (Ветхий Завета) грекла куçарнă. Исай пророкăн кĕнекинчи «Таса хĕр ывăл çуратать» сăмахсене куçарма тытăнсан тĕлĕнсех каять. Мĕнле-ха Таса хĕр ача çуратма пултарать; – шухăшласа илет ватă Симеон. Çавăнпа та вăл «хĕр» тенине «çамрăк хĕрарăм» сăмахпа улăштарма шутлать. Çак вăхăтра ăна Çÿл тÿпери Ангел çапла калать: «Нимĕн те ан улăштар. Мĕнле çырнă – çаплах пултăр. Мĕн çырнине кĕтсе илетĕнех эсĕ».

Нумайччен кĕтет ватă Симеон Аслă Турăпа тĕл пулассине, 300 çула та çитет, çав-çавах Çÿлти Турăна кĕтсе илетех.

Сретени (Сретение Господне) ячĕпе февралĕн 14-15-мĕшĕсенче чиркÿсенче каçхи тата ирхи кĕлĕсем иртеççĕ. Православи тĕнне ĕненекенсене, çавăн пекех кăмăл тăвакансене пурне те чиркĕве килме хапăл тăватпăр. Пирĕн патра çавăн пекех православи тĕнĕ çинчен каласа паракан çĕнĕ хаçат-журналсемпе паллашма, Турă хĕресĕсене, хурлăхлă ритуалсене асра тытмалли япаласене туянма пулать. Православи чиркĕвĕн ырă йĕрки вăл – çынсене пулăшасси, пурте пĕрле пуласси. Акă мĕншĕн тĕп салари чиркĕве çынсем килсех çÿреме тытăнчĕç. Вĕсем ваттисене асăнса çуртасем çутаççĕ, венчете тăраççĕ, ырă йăла-йĕркене асра тытса парнесем парса хăвараççĕ. Тавах Сире çакăншăн.

ВИКТОР иерей,

Элĕк чиркĕвĕн

настоятелĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика