15 февраля 2012 г.
Захар Никифорович Скворцов Çĕнкас ялĕнче 1925 çулта çуралнă. 1933 çулта Юнтапари тулли мар вăтам шкулта вĕренме пуçланă. Лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă. 1941 çулта шкул пĕтернĕ хыççăн, колхозра бригадăра ĕçленĕ. 1943 çулта салтака каять вăл. Вăрçа хутшăнма та тивнĕ ăна. 1943-1944 çулсенче Витебск хули çывăхĕнче нимĕçсемпе çапăçнă. Пĕр хаяр çапăçура, 1944 çулхи февральте, йывăр аманнă, госпитальте сипленнĕ.
1944-1950 çулсенче колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Ăна 1951 çулта «Комсомол» хуçалăх ертÿçи пулма шаннă. 1953-1956 çулсенче Шупашкарти кадрсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ, агроном специальноçне илнĕ.
Хастар арçын «Слава» хуçалăх ертÿçи те пулать. Ял канашĕн председателĕнче ĕçленĕ вăл.
Захар Скворцов агрономра нумай çул ырă тĕслĕх кăтартрĕ. 1977 çулта «Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕ.
Вăл – ĕçпе вăрçă ветеранĕ, унăн орденсемпе медальсем нумай. Халĕ 87 çулта.
Л.ФЕДОТОВА,
Юнтапа шкулĕнчи 6-мĕш класра вĕренекен.