АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕрен хăрамасăр старта тухрĕç

15 февраля 2012 г.

Февралĕн 12-мĕшĕ йĕлтĕрпе ярăнма кăмăл тăвакансемшĕн уяв вырăннех пулчĕ. Çав кун Вутлан тăрăхĕнче пурăнакансем те йĕлтĕр сырса ăмăртăва тухрĕç.

Пĕрлĕхлĕ чупу пуçланиччен Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов тата Вутлан шкулĕн директорĕ Л.Никандрова сивĕ çанталăка пăхмасăр йĕлтĕр сырса тухнисене саламларĕç. Акă «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва хутшăнакансем старт илчĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен пуçласа 75-е çитнĕ ветерансем таран малти вырăнсене йышăнма ăнтăлчĕç. Шкулта вĕрентекенсем те пулчĕç. Т.Сидорова пенсионерка тахçантанпах йĕлтĕр çине тăман иккен. Çавах та вăл кăçал хăйĕн ăсталăх шайне тĕрĕслерĕ.

Ăмăртăва курма пынисем уçă сывлăшпа киленчĕç, спортпа туслисем кĕлеткене пиçĕхтерчĕç. Ăсталăхпа палăрнисене дипломсем парса чыс турĕç. Йĕлтĕрçĕсене çавăн пекех вĕри чейпе тата икерчĕпе хăналарĕç.

К.ПЕРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика