15 февраля 2012 г.
Кашни çыннăн тĕрлĕрен шăпа. Камăн ĕмĕрĕпех телейлĕ, камăн терт-нушаллă пурăнмалла çырса панă. Пĕри авă ача-пăчаллă, çемьеллĕ, çителĕклĕ пурлăхпа кун кунлать, тепри тăр пĕччен, мăшăрсăр, юратнă тĕпренчĕкĕсемсĕр ĕмĕре ирттерет.
Тăвансем пурри çеç хавхалантарса тăрать çынна вара ун пек чухне.
Юнтапа ялĕнче пурăнакан Раиса Леонидовна мĕн çамрăкранах пĕччен. Мăшăр шырас, çемье тĕвĕлес шухăшсем çуралман унăн. Пулнă пулсан та каччăсемпе калаçма та вăтаннă.
– Эпĕ хам пурнăçра каччăсемпе çÿресе курман. Манпа калаçас кăмăллисем пулман мар, анчах та вĕсене асăрхаман, – калаçăва пуçланă май çамрăклăха аса илчĕ Раиса Леонидовна.
Р. Леонидова Юнтапа ялĕнче 1933 çулта çуралнă. Халĕ вăл сакăр теçеткене пурăнса çитнĕ темелле ĕнтĕ, анчах çав çавах çамрăк курăнать. Çитмĕл тăххăрта тееймĕн ăна. Çулĕсем пур пулсан та сăнĕпе çамрăк-ха, кăмăлĕпе йăваш та ырă.
– 1941 çулта вăрçă пуçланнă çул пĕрремĕш класа кайрăм. Тăван ялтах шкула çÿреттĕм. Инçех мар пулин те, хамăр пурăнакан килтен урана тăхăнмалли çуккипе шкула кайма та вăтанаттăм. Кайма майĕ те пулман тесен те тĕрĕсех. Пушмаксăр мĕнле кайăн-ха шкула; Çапла килте ларни те чылай пулнă. Çимелли те çукчĕ. Çĕрĕк çĕр улмие ăша яни те пулнă. Шкула кайсан вара ачасем çăкăр çинине кураттăм та киле тарса килеттĕм. Хырăм выçнине кăтартас килмен ĕнтĕ. Ачасем çăкăр çинине макăра-макăра пăхни те асран тухмасть, – куççульсĕр аса илеймерĕ йывăр ачалăхне кинемей.
Леонидовсен çемйинче виçĕ ача ÿснĕ. Раиса чи асли вĕсенчен. Паянхи кун вăл тăван килĕнчех кун кунлать. Вăталăххи – шăллĕ – вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ. Кĕçĕнни – йăмăкĕ – хулара пурăнать. Яла аппăшĕ патне сайра-хутра çеç килсе каять. Халĕ Раиса Леонидовнăна шăллĕн ачисем пăхса тăраççĕ. Хуралтăсемпе сарайсене вĕсем çĕнетсе панă. Çавă çак пурнăçра савăнтарса, хавхалантарса тăрать те ăна. Вĕсене вăл хăйĕн мăнукĕсене кĕтсе илнĕ пек кĕтсе илет, юратать.
Раиса иккĕмĕш класа куçиччен унăн ашшĕ вăрçа тухса каять. 1942 çулта çурма тăлăх тăрса юлаççĕ виçĕ ача. Тăшмансен аллинчен ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлмалли пуля лекет. Каялла таврăнса ачисемпе савăнса пурăнма май килмест юратнă ашшĕн.
Раиса Леонидовна качча кайманнишĕн ÿкĕнмест. Ачасем çуккишĕн те ун пекех пăшăрханмасть. Унăн шăллĕн ачисем пур тата ытти тăванĕсем. Вĕсем ăна манмаççĕ, Раиса аппа та вĕсене хăйĕнни пекех юратать, вĕсемсĕр тунсăхлать. Хăйне пăрахманнишĕн савăнать.
«Ĕне, сурăхсем усранă. Халĕ вăй-хал чакса пыни сисĕнет», – тет пĕччен пурăнаканскер. Чăхсемсĕр пуçне урăх нимĕн те тытмасть. Кунĕн-çĕрĕн пĕччен ларнăран пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне çынсемпе чуна уçса калаçмашкăн кайкалать. Мĕн ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Ашшĕ çукран йывăрлăх ун çине тиеннĕ. Шкула кайма çи-пуç та çителĕклĕ пулман ачасен.
– Йывăр вăхăтра çитĕннĕ эпир. Çавăнпа-тăр качча каясси пирки шутлама вăхăт та тупăнман, – терĕ те пÿрте кĕрсе кайрĕ.
А.СИЛИВЕСТРОВА.