18 февраля 2012 г.
Шĕмшеш салинчи ватă çынсен çуртĕнче Анна Петровна Петрова 90 çул тултарнине паллă турĕç. Юбиляра районти социаллă пулăшу центрĕн директорĕ Юлия Васильевна Васильева тата уйрăм ертÿçи Елизавета Семеновна Пугачева саламларĕç.
Центр сотрудникĕсем иртнĕ çулхи юрăсенчен концерт номерĕсене хатĕрленĕ.
А.Петрова 1922 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Шафранчăк ялĕнчи хресчен çемйинче кун çути курнă. Ултă çулхи пĕчĕк хĕрача йывăр чирленĕ те ĕмĕрлĕхех чĕлхесĕр пулса юлнă. Шел пулин те ăна качча тухма, ачасем çуратса ÿстерме те тÿр килмен. 2005 çулхи октябрьте Анна Петровна Шĕмшешри вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра кил ăшшине тупнă.
Анна Петровна, çăмăл мар шăпине пăхмасăр, чун-чĕринче ăшă кăмăл, юрату сыхласа хăварнă.
И.ИВАНОВА.