АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем пысăк

18 февраля 2012 г.

Кăçалхи Президент суйлавĕ пирĕн профсоюзшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Эпир пĕрремĕш хут В.Путин тунă ĕçсене ырлатпăр.Çакăн сăлтавĕ мĕнре-ши; Тĕрлĕ кандидатсен пултараслăхне тата В.Путинăн ĕç-хĕлне Президент тата премьер пек пăхса тухнă май, эпир хамăра пĕлтерĕшлĕ пĕтĕмлетÿсем тума пултаратпăр. Юлашки çулсенче профсоюз социаллă страховани, пенси законодательстви, ĕç условийĕсемпе сыхлавĕ, тÿлевĕ çинчен влаçпа калаçусем (переговор) сахал мар ирттернĕ.

Паян вĕренÿ ĕçченĕсене кăсăклантаракан ыйтусем туллиех. Анчах та профсоюзăн вĕсене татса парас майсем влаç тытăмĕпе майлашăннă. Влаçпа профсоюз хушшинчи тачă çыхăнăва ĕнентерекен документсем те пур. Владимир Путин алă пусса çирĕплетнĕ 2011-2012 çулсенчи Килĕшÿ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Владимир Владимировичăн профсоюз умĕнче тивĕçсем (обязательствăсем) пысăк. Çавăнпа та эпир унпа пĕр çыхăнура пулассине тĕпе хуратпăр.

Чи кирли – вĕренÿ тытăмĕнче паллă улшăнусем пулни курăнать. Тĕнче кризисĕнче пирĕн правительство ача сачĕсенче хушма вырăнсем уçма пултарать, çĕнĕ спорт комплексĕсене çĕклет, пенсипе ĕç укçисене ÿстерет. Пурнăç условийĕсене лайăхлатмашкăн майсем сыхласа тата упраса хăварать. Çавăнпа та патшалăх тĕрĕс çулпа пырать тесе шутламалла. В.Путин социаллă аталаннă ертÿçĕ. Çакă кашниншĕн чи кирли.

Пирĕн пурин те тĕплĕн шухăшласа суйлава каймалла. Мартăн 4-мĕшĕнчи суйлавран питĕ нумай килет. Ачасен, хамăрăн тата пирĕн мăнуксен пуласлăхĕ унпа çыхăннă.

Э.РЖАНОВА,

районти вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика