18 февраля 2012 г.
Мăн Ямашри вăтам шкулта интереслĕ мероприятисем час-часах пулса иртеççĕ. Акă иртнĕ кунсенче шкулта юрă-ташă фестивалĕ пулчĕ. Унта пĕтĕм шкул ачи хутшăнчĕ. Программăна директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ирина Германовна Ильдер ертсе пычĕ. Чи малтанах пуçламăш классем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç, фестивале садике çÿрекенсем пуçларĕç. Вĕсем хăйсен чĕвĕлти чĕкеç сассипе çепĕç юрăсем юрларĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекен Даша Данилова «Белые кораблики» юрăпа тыткăнларĕ. 4-мĕш класра вĕренекенсем ушкăнпа ташлани те куракансене килĕшрĕ. И.Я.Яковлевăн «Хăй айĕнчи лашине шырани» калава инсценировкăласа сцена çине кăларнине те залра ларакансем хапăлласах йышăнчĕç. Ăна 4-мĕш классем чуна килĕшмелле выляса пачĕç. Уйрăмах Алексей Кузьмин ăста вылярĕ.
Фестивале малалла тăсакансем вăтам классенче вĕренекенсем пулчĕç. Темиçе кун тĕплĕн хатĕрленни уява тухăçлăн хутшăнма май пачĕ. Пуçланчĕ вара хĕрÿ тупăшу. Пĕри тепринчен малта пуласшăн. Кашни хăйĕн класĕн чысне хÿтĕлесшĕн. Вĕренекенсем тĕрлĕ сăвă-юрă янраттарчĕç, хитре ташăсемпе килентерчĕç, кулăшла сценкăсемпе савăнтарчĕç, хăйсен маттурлăхне кăтартрĕç. 5-мĕш класра вĕренекен Славик Лаврентьев юрланă «Совсем наоборот» юрă пурне те çĕклентерсе ячĕ. Унăн уçă сасси залра ларакансене тыткăнларĕ. 6-мĕш класра вĕренекен Настя Ермолаева та «Анне» юрра шăпчăк евĕр шăрантарчĕ.
Вĕренекенсем искусство шкулĕнче ташласа пултарулăхне туптани куç кĕрет. Ирина Васильевна Терентьева хореограф ачасене ташă ăсталăхне алла илме пулăшать. Элĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Диана Смелова та, ДШИ-ра ăс пухнăскер, чунне парсах Мăн Ямашри вăтам шкулта вĕренекенсене ташлама вĕрентет. Çавăнпа та 8-мĕш класри Мариета Павловăпа Аня Семеновăн, 9-мĕш класри Алена Александровăн ташшисем чи лайăххисен шутĕнче. Сценка лартнă çĕрте 8-мĕш класра вĕренекен арçын ачасем уйрăмах маттур пулчĕç. Çак пысăк уява ирттернĕ çĕрте А.Г.Павлов музыка учителĕпе класс ертÿçин тÿпи те пысăк. Фестиваль аван иртрĕ.
Людмила
АНДРЕЕВА,
Мăн Ямашри вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.