18 февраля 2012 г.
Шартлама сивĕсене пăхмасăрах кĕçĕн тăвансем вырсарни кун «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2012» ăмăртăва тухрĕç. Аслисемпе пĕрлех пĕчĕккисем те урисене йĕлтĕр сырчĕç.
Шкул умĕнчи лапама ял халăхĕ чылайăн пухăннă. Ăмăрту кĕçĕн ушкăнри ачасенчен пуçланчĕ. Ачасенчен чи пĕрремĕш чупса килекенĕ Александр Дмитриев пулчĕ. Вăл пĕрремĕш класра вĕренет. Иккĕмĕш Никита Дмитриев килчĕ. Вăтам ушкăнри арçын ачасенчен 3-мĕш вырăна А.Архипов, иккĕмĕшне – Н.Егоров çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕ ята Ю.Михайлов тивĕçрĕ.
Хĕрсен ушкăнĕнчен пĕрремĕш Дарья Федорова, иккĕмĕшĕ – Катя Петрова чупса тухрĕç. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене В.Андреевпа А.Матьянов çĕнсе илчĕç.
Йĕлтĕрпе чупса çамрăксенчен чи маттурри Михаил Софронов пулчĕ. Вăл пуринчен малтан кĕске вăхăтрах ыттисене парăнтарма пултарчĕ. Çавăнпа та пĕртен пĕр статуэткăна вăл тивĕçрĕ.
Хĕрарăмсенчен чи маттуррисем Ольга Федоровăпа Елена Дмитриева. Вĕсем – пĕртăван аппăшĕпе йăмăкĕ. Спорта питĕ юратаççĕ. Хальхинче те йĕлтĕрпе чупма тухрĕç.
Арçынсем те хăйсен ятне ямарĕç. Юрий Егоровпа Станислав Гаврилов малти вырăнсене йышăнса медальсене тивĕçрĕç.
А.СИЛИВЕСТРОВА.