22 февраля 2012 г.
Элĕкри культурăпа кану центрĕнче «Эпир – хăватлă çĕршывшăн!» патриотла юрăсен конкурсĕ иртнĕ. «Ансамбль» номинацире жюри пĕрремĕш вырăна Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕнчи «Хунав» ансамбле панă. Иккĕмĕш вырăнта – Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул ансамблĕ, виççĕмĕш вырăн – Шĕмшешри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти «Шăпчăксем» ансамблĕн.
«Дуэт» номинацире Элĕк шкулĕнчи Анастасия Петровăпа Анжела Васильева пуринчен те пултаруллăрах пулнă. Вутлан шкулĕнчи Виктория Трофимовăпа Марина Андреева – иккĕмĕшсем, Светлана Лаврентьевăпа Лариса Засыпкина (Шĕмшеш шкулĕ) – виççĕмĕшсем.
«Соло» номинацире Вутлан шкулĕнчи Виктория Трофимовăна çитекенни никам та пулман. «Рота» юрра питех те çĕкленÿллĕ юрласа вăл куракансене те, жюри членĕсене те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтернĕ. Çак шкулти Зоя Семенова иккĕмĕш вырăна йышăннă, виççĕмĕшĕнче – Элĕк шкулĕнчи Марина Тимофеева.