22 февраля 2012 г.
Районта халăх пултарулăх коллективĕсен смотрĕ пырать. Мăн Вылăри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем смотра уйрăмах тимлĕ хатĕрленчĕç, ялти пултаруллă çынсене те явăçтарчĕç. Концерт иртнĕ кунсенче шкулти акт залĕнче иртрĕ. Ял халăхĕ, ватти те, вĕтти те йышлă пуçтарăнчĕç кунта. Илемлĕ тумлă артистсем программăна ял гимнĕпе пуçларĕç, тĕрлĕ жанрлă номерсемпе куракансем умне тухрĕç. Ачасен ушкăнĕ те юрă-ташă енчен маттур пулнине кăтартрĕ. Альбина Иванова, София Иванова, Полина Васильева, Ирина Тихонова, Елена Васильева, Эльвира Кондратьева тата ыттисем те халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарма пултарчĕç. Куракансем тăвăллăн алă çупни артистсемшĕн чи пысăк парне вырăннех пулчĕ. Элĕкри культура центрĕн баянистчĕ В.Терентьев та концерта хутшăнчĕ.
А.ИВАНОВА,
Мăн Вылари культурăпа кану центрĕн ĕçченĕ.