22 февраля 2012 г.
Питĕшкасси шкулĕ çумĕнчи «Хĕвел» ача садне çирĕм ача çÿрет. Кунта виçĕ çултан пуçласа ултă çулхи шăпăрлансене икĕ воспитатель пăхаççĕ. Тата кĕçĕн воспитатель те вĕсене валли уйăрса панă. Ачасене мĕн пĕчĕкрен алла кашăк тытма, тумланма, çырма тата кулленхи пурнăçра кирлĕ ытти ĕçсене чи нумай çул кунта ĕçлекен Ольга Никандрова вĕрентет. Вăл вун ултă çул пĕр улшăнмасăр воспитательте тăрăшать. Унпа пĕрлех çамрăк ĕçчен те пур. Вăл – Татьяна Игоревна Сергеева. Пилĕк çул кăна ĕçлет пулин те ача садĕнче тăрăшулăхпа палăрнă. «Хĕвел» садикре нумай ĕçлекеннисенчен пĕри – Ольга Николаевна Сидорова. Унăн ĕç стажĕ – тăхăр çул.
Садике вун пĕр ялтан ачасене турттараççĕ. Пĕртен пĕр автобусăн ирхине те, каçхине те темиçе çĕре çитме тивет. Шкула та, садике те ачасене вăхăтра илсе çитерет.
Эпир пырса кĕнĕ вăхăтра пÿлĕмре ачасен савăнăçлă сасси хăлхана кĕчĕ. Музыкăна вĕренеççĕ шăпăрлансем. Вĕсене ертсе пыраканĕ Александр Павлов. Ачасем ăна итлесе ун хыççăн юрă кĕввисене ăнкарса илсе юрлаççĕ. Илемлĕ кĕвĕпе вĕсем тĕрлĕ хусканусем те тума пултараççĕ. Пĕчĕккĕн çĕнĕ хусканусене те вĕрентме тăрăшать воспитатель.
Пĕлтĕр ача садĕнче чÿречесене пĕтĕмпех улăштарнă. Воспитательсене валли кĕпе-тумтир çумалли машина темиçе çул каяллах туянса панă. Ачасене тирпейлĕхре, ăшăра, тасалăхра тытмашкăн пур услови те пур.
«Хĕвел» ача садне чи малтанах пилĕк-ултă çулсенчи ачасене илеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен шкул алăкне уçиччен, ун сукмакне такăрлатма пуçличчен çырма та, вулама та, шутлама та вĕренмелле. Чăнах та, садике çÿренĕ тата çÿремен ачасен уйрăмлăхĕ пысăк пулни сисĕнет. Вĕсен тавракурăмĕ те, çĕнĕлĕхе те туйса илесси пуçламăш классенче уйрăмах паллă. Воспитателĕн ун пек чухне ĕçĕ çăмăл мар паллах. Унăн ачана ăнланма пĕлмелле, туймалла, кашнинех тимлĕх уйăрмалла.
А.СИЛИВЕСТРОВА.