АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тем те курнă пуль – чĕре чăтать

22 февраля 2012 г.

Элĕк райпо канашĕн ертÿçине Юрий Харитонова районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Вăл çĕршыв умĕнчи тивĕçе Афганистан çĕрĕ çинче пурнăçланă. Çартан таврăннăранпа çирĕм сакăр çул çитет пулин те вăрçăра курма лекнĕ терт-асапа халĕ те куç умĕнчен кăларса пĕтереймест.Комсомольски районĕн каччине 1982 çулта çара илеççĕ. Малтанах Юрий Александрович Туркменистан республикине лекет. Т-62 танкăн механик-водителĕ пулма вĕренет. Присяга йышăнать. Ултă уйăхра çарти çирĕп йĕркене пĕтĕмпех хăнăхса çитет. Кĕркунне– октябрь уйăхĕнче вĕсене Афганистана каймаллине пĕлтереççĕ. Пĕр кунхине ыттисеме пĕрле Юрий Харитонова та самолета лартаççĕ. Çапла майпа салтакăн йывăр та тумхахлă çулĕ ăна Афганистан çĕрĕ çине илсе çитерет.

– Мĕн кĕтет-ха пире малашлăхра; Нивушлĕ душмансемпе куçа-куçăн тăрса çапăçмалла; Çак шухăшсем пуçран тухмастчĕç, – терĕ Юрий Александрович.

Мирлĕ пурнăçпа пурăнма хăнăхнăскерсем чăн-чăн вăрçă мĕн иккенне лайăхах та ăнланман. Анчах та душмансен отрячĕпе çапăçма тивнĕ вăхăтра хăйсене вĕри çатма çинчи пекех туйнине паянхи кун та манаймасть.

– Пирĕн полкăн мирлĕ кишлаксене душмансем тапăнасран хÿтĕлеме тиврĕ. Хаяр çапăçусенче çухатусем те пулатчĕç. Пĕрисем тăшман пульли лекнипе хытах аманатчĕç, теприсем ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупатчĕç, – иртни патне таврăнчĕ Ю.Харитонов.

Вăл танкран уйрăлман. Салтаксене тревогăпа пĕрре мар çĕкленĕ, нимĕн ăнлантармасăрах çула тухма хушнă. Пĕррехинче Ирак чикки çывăхне çитнĕ. Душмансен караванне çавăрса илмелле пулнă. Совет салтакĕсем задание ăнăçлă пурнăçланă. Вĕсем пĕр-пĕрне ялан пулăшнă, хурлăхне те çурмалла пайланă. Тĕрлĕ наци çыннипе пĕрле çапăçăва кĕме тивнĕ. Кашни паттарлăх кăтартма тăрăшнă. Вăл шутра Юрий Харитонов та. Чăваш каччи çамрăклах вилĕмпе юнашар çÿренĕ. Çирĕплĕхпе хăюлăх пуçа усма паман, малашлăха çутă ĕмĕтпе пăхма хистенĕ. Çавăнпа Афган вăрçи витĕр ăнăçлă тухнă. Тăван киле тĕрĕс-тĕкелех таврăнать. Вăрçăра Афганистан республикин тата СССРăн медалĕсене тивĕçет. Салтак çи-пуçне хывнă хыççăн шкулта илнĕ пĕлĕве тарăнлатма шутлать. Мускав кооператив институчĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренме пуçлать. 1988 çулта алла диплом илет. Çав çулхинех вăл Элĕк райповĕн председателĕн суту-илÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче тимлеме пуçлать. 5 çул хатĕрлев кантурĕн директорĕнче ĕçлет. Хыççăн райпо правленийĕн председательне куçараççĕ. 1997 çултан пуçласа паянхи кунччен райпо канашĕн ертÿçинче ырми-канми вăй хурать. Мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ.

– Афганистан халĕ те асран тухмасть. Çак вăрçă ытла та тарăн йĕр хăварчĕ, – пĕлтерчĕ Ю.Харитонов.

Акă районта çулсерен воин-интернационалистсене халалласа волейбол турнирĕ иртет. Ку ăмăртăва йĕркелесе ирттерме Юрий Александрович пысăк тÿпе хывать – укçа-тенкĕпе пулăшать. Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланисем уяв кунĕсенче пĕрле пуçтарăнсан та вĕсемпе юнашар пулма тăрăшать. Олег Прокопьевăн вил тăприйĕ çине çулсерен чечексен кăшăлне кайса хурассине йăлана кĕртнĕ. Пĕр сăмахпа, воин-интернационалистсемпе çыхăнăва çирĕплетсех пырать.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика