25 февраля 2012 г.
Иртнĕ вырсарни кун çăварни эрни пуçланнă ятпа ямашсем уяв ирттернĕ.
Чи малтанах йĕлтĕрпе чупассине йĕркелерĕç. Канат туртасси те кунта пурăнакансемшĕн йăлана кĕнĕ. Ку хутĕнче те ямашсемпе Яккушкăнь ялĕнчи çынсем ăмăртрĕç. Ямашсем çĕнтерÿçĕ пулчĕç. Кире пуканĕ çĕклессипе пĕрремĕш вырăна Евгений Назаров тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта Александр Павлов, виççĕмĕшне Александр Савельев çĕнсе илчĕ. Дартс вăййинче Мăн Ямаш шкулĕн директорĕ Олег Данилов çĕнтерчĕ.
Волейбол вăййи те интереслĕ иртрĕ. Çамрăксем аслă çулсенчисене парăнтарчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене пурне те хисеп хучĕсемпе тата пĕчĕк парнесемпе чысларĕç.
А.ПЕТРОВА.