25 февраля 2012 г.
Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче сасăлав мĕнле пынине тата сасăсен хисепне шутланине интернет-трансляципе www.webvybory2012.ru сайт çинче кăтартаççĕ, ăна Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин заказĕпе йĕркеленĕ.
Суйлав мĕнле пынине интернетпа пăхас текенсен сайт çинче пуш уйăхĕн 3-мĕшĕччен регистрациленмелле. Суйлав кунĕнче регистраци хупăнать.
Сайт çине кĕрес пулсан, социаллă каналсен пĕринче çырăнса учета тăмалла. Сăмахран, фейсбукпа усă куракан «Facebook» кăвак кнопка çине пусать те самантрах суйлав сайчĕ çине лекет.
Социаллă сетьпе усă курманнисем сайт çинче çапла регистрациленме пултараççĕ: сылтăмра аялтан «зарегистрироваться» тесе çырнă кнопкăна пусăр та хăвăрăн почта адресĕпе хушаматăра тата пароле çырăр, «зарегистрироваться» кнопкăна пусăр.
Почтăна тĕрĕслĕр – çыру килет, унта регистраци пулнине çирĕплетсе пусмалла.
Интернет-трансляци сайчĕпе усă кураканăн хăй хăш суйлав участокне сăнассине маларах суйласа илмелле. Кирек хăш участока та суйласа илме юрать. Меслечĕсем тĕрлĕрен. Сăмахран, картăпа е суйлавçă пурăнакан адреспа.
Сайт çине кĕрсен «Пулăшу» («Помощь») пайра çырнипе паллашма тăрăшăр, унта суйлав участокне суйласа илмелли йĕркесене тĕплĕн çырса кăтартнă.