25 февраля 2012 г.
– Ырă кун, виççĕмĕш классем! Пĕр йĕре тÿрленсе тăрăр. Камăн мĕнле справка пур; – урока пуçларĕ спортзала кĕрсен Питĕшкассинчи вăтам шкулта физкультура урокне ертсе пыракан çамрăк Никита Тимофеевич.
Вăл пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнчен çеç ку шкулта ĕçлеме пуçланă. 1989-мĕш çулта çуралнăскер Питĕшкасси шкулĕнчех пĕлÿ илнĕ. Хыççăнах Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кайнă. Физкультура учителĕ пулмашкăн паянхи кун та куçăмсăр майпа пĕлĕве тарăнлатать. Килес çул алла диплом та илĕ çамрăк.
– Вĕрентекен пулма хăв çак çула суйласа илтĕн е кам та пулин канашланăран; – пулчĕ ыйту.
– Эпĕ учитель профессине алла илĕп тесе нихăçан та шутламан. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра пуçра тĕрлĕ специальноç та пулнă. Педагогика енĕпе вара мана анне кайса пăхма хушрĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Вĕрентекен профессийĕ чăннипех те кăмăла кайрĕ. Хам вĕреннĕ шкултах ĕç вырăнĕ тупăнчĕ. Çавна май эпĕ физкультура урокне ертсе пыма тытăнтăм, – кăмăлне палăртма хирĕçлемерĕ çамрăк физрук. – Ялтипе хуларине танлаштарсан, ял ачисене вĕрентме çăмăлрах. Çитменнине Питĕшкасси тăрăхĕнче мана пурте паллаççĕ, хисеплеççĕ. Кунти вĕрентекенсемпе пĕр чĕлхе тахçанах тупнă ĕнтĕ.
Улттăн çитĕнеççĕ Макаровсен çемйинче. Никита – пуринчен те асли. Ун хыççăнхи икĕ йăмăкĕ те хулара Кооператив техникумĕнче технолога вĕренеççĕ. Вун пĕрмĕш класра пĕлÿ илекенни те пур вĕсен çемйинче. Никитăн садике çÿрекен шăллĕ те çитĕнет. Н.Макаровăн ашшĕ шкулта хуралçăра ĕçлет. Амăшĕ килти хуçалăхпа аппаланать. Никита Тимофеевич вĕрентекен ачасем баскетбол, волейбол вăййисенче район шайĕнче палăраççĕ. Акă сăмахран баскетболла выляса Питĕшкасси шкулĕ кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ, волейбол вăййинче виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă.
Никита Макаров шкулта вĕреннĕ вăхăтрах активлăхпа тата пултарулăхпа палăрнă. Шкул пурнăçĕнче тата вĕренÿре кăна мар, спортра та хастар çамрăк. Районта та, республикăра та чупассипе малти вырăнсене тухнă. Халĕ те футболпа интересленет.
Çамрăк учитель 3-11 классене вĕрентет. Вĕсене çирĕп, чăтăмлă, мал ĕмĕтлĕ пулмашкăн пулăшса пырать.
– Эпĕ ачасене ăнланма тăрăшатăп. Кирлĕ вăхăтра пулăшатăп. Аслă классенче вĕренекенсемпе мана çăмăлрах, паллах. Кĕçĕн классемпе ытларах ĕçлеме тивет. 3-мĕшпе 4-мĕшсене тимлĕх вĕçĕ-хĕррисĕр кирлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен халь вăй-хал тапса тăрать. Çавна май ачасене чарсах, асăрхасах тăмалла, – калаçăва вĕçлерĕ çирĕм иккĕри учитель.
А.СИЛИВЕСТРОВА.