25 февраля 2012 г.
Президент пуканне йышăнас текенсем нумай. Вĕсен хушшинче питĕ шавлă калаçу-тавлашу пырать. Кашниех малашлăхра ыррине шантарать. Акă Геннадий Андреевич халăха тутă пурăнтарма сăмах парать. Анчах та, иртнĕ тапхăрта, коммунистсем çĕршыва ертсе пынă вăхăтра пылпа кулач çининех ас тăваймастăп. Çи-пуç илес тесе лавккана кĕрсессĕн – сентресем çинче пуш-пушахчĕ. Çынсем, лайăхрах тавар туянассишĕн, райпо тавра тăпăртатса чупса çÿретчĕç. Çав вăхăта мантăмăр-ши эпир;Жириновский вара çав териех шавлăн халтăртатать. Ун хыççăн кайсассăн тĕрлĕ авантюрăна кĕрсе каясси куç кĕрет. «Раççей çĕршывĕ вырăссемшĕн кăна» тенинче шовинизм сĕмĕ сисĕнет. Пирĕн пек нацисен республика тивĕçне туртса илесшĕн вăл, вĕсене вакласа, каскаласа тăкасшăн калаçать. Çавăнпа та манăн чунра хирĕçле туйăм çуратать.
Миронов программине пăхатăп та хăш-пĕр пункчĕсемпе килĕшместĕп. Сăмахран – «парламента салатса яратăп та, çĕнĕ суйлав йĕркелетĕп», – тет. Вăт, кун пек тума пачах та кирлĕ мар. Пĕрре суйланнă депутатсем ĕçлеччĕр. Ун пек тусан – тепĕр пăтрашу, экономикăшăн пысăк тăкак. Кунашкалли килĕшмест мана.
Путин çĕр шыв çав тери пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ вăхăтра руль умне тăчĕ. Раççее пĕтсе ларма памарĕ. Политика тытăмне те, хуçалăх йĕркине те йĕркелесе ячĕ. Ельцин тунă йăнăшсене пĕчĕккĕн тÿрлетсе пычĕ. Çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртес тесе шухăшлать.
Йывăр ыйту – ял хуçалăхĕ. Ял çынни ĕмĕрĕпех çĕре харпăр хăй аллине илессишĕн тапаланнă, пăлхавсем çĕкленĕ. Акă халĕ – тархасшăн сана – çĕр, ĕçле, усă кур хăв пултарнă таран. Анчах та кахалланатпăр вĕт. Мĕншĕн тесен совет влаçĕн тапхăрĕнче пурăнса эпир хамăр уйрăм хуçалăха тытса пырас пултарулăха çухатнă иккен. Ырлăх-пурлăха пĕтĕмпех çÿлтен пăрахса парасса кĕтме хăнăхнă, çĕрпе лайăххăн усă курма та, çĕнĕлле хуçалăх йĕркелесе пурăнма та пултараймарăмăр. Ун вырăнне эрех ăшне кăна путрăмăр. Çапах та эпĕ çĕнĕ тапхăрта ял хуçалăхĕ те вăй илсе, çĕнĕлле чĕрĕлсе тăрассине шанатăп.
Çĕршывăмăр епле çулпа малалла аталанса пырассине эпир хамăр татса паратпăр. Çавăнпа та çитес суйлавран пăрăнса юлма ан тăрăшăр.
Илья ВАСИЛЬЕВ,
Элĕк сали, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.