29 февраля 2012 г.
Пĕтĕм Раççейри çамрăк суйлавçăсен кунне халалласа ял тăрăхĕсенчи çамрăксемпе тĕл пулу иртнĕ.
Территори суйлав комиссийĕн председателĕ Э.Дмитриева суйлав тытăмĕпе тата унпа çыхăннă саккунсемпе, комисси ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, çамрăксене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравланă, çитес суйлавра яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн уйрăмах хастар пулмаллине палăртнă.
Хыççăн «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче ял тăрăхĕсен çамрăкĕсем хушшинче эстафета иртнĕ. Волейболла та вылянă. Пĕр сăмахпа, кашни вăхăта савăнăçлă та усăллă ирттернĕ.
Л.ИВАНОВА.