АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнтапа шкулĕ 150 çул тултарчĕ

29 февраля 2012 г.

Юнтапари пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул хăйĕн 150 çулхи юбилейне паллă турĕ. Савăнăçлă уява вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, кунтан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, районти шкулсен директорĕсем пухăнчĕç.

Шкул историйĕпе тата унăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе А.П.Кондратьев директор паллаштарчĕ. Юнтапара 1862 çулта Патшалăх пурлăх министерствин шкулне уçнă. Тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕрен ятлă пулнă вăл.

Хальхи вăхăтра кунта Элĕк тата Вăрнар районĕсенчи 16 ялти 215 ача вĕренет. 11 ялтан ачасене 2 автобус 4 маршрутпа турттарать.

Вĕренÿ занятийĕсем 2006 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче хута кайнă çĕнĕ çуртра иртеççĕ. Кабинетсенче пуринче те – ку чухнехи вĕренÿ хатĕрĕсем.

2008 çулта Юнтапа шкулне «Пĕтĕм Раççейри хисеп кĕнеки» реестра кĕртнĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.П.Мидуков пухăннисене шкул юбилейĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, спорт хатĕр-хĕтĕрĕ туянма 100 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ. Шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Лидия Григорьевăпа пуçламăш классенче вĕрентекен Алина Кондратьевăна ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Куликов шкул коллективĕпе вĕренекенсене паллă юбилей ячĕпе саламларĕ, ăнăçу сунчĕ, шкула нумай енлĕ ĕçлекен хатĕр парнелерĕ.

Юбилей каçĕнче райадминистрацин пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Э.В.Николаев, кунтан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем тата хăнисем сахал мар ăшă сăмахсем каларĕç.

Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем уяв концерчĕ хатĕрленĕ. Сцена çинче çавăн пекех чăваш эстрадин çăлтăрĕсем Алина Федоровăпа Катя Петрова та хаваслă номерсем кăтартрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика