АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталан, Элĕк Ен!

29 февраля 2012 г.

2011 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче Раççей Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсем иртрĕç. Элĕк районĕнче пурăнакан суйлавçăсем активлăх кăтартрĕç. Суйлава хутшăннисенчен ытларахăшĕ ертсе пыракан «Единая Россия» партишĕн сасăласа çирĕп çĕр-шывшăн, республикăпа район аталанăвĕшĕн, пирĕн ачасемпе мăнуксен малашлăхĕшĕн пулнине палăртрĕ.Çынсем чăн ĕçсем пурнăçа кĕнине, районта лайăх енне улшăнусем пулса пынине асăрхамасăр пултараймаççĕ.

2011 çулта тунă чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри – Элĕк салинчи район администраци çурчĕпе юнашарах вырнаçнă объекта тума пуçлани. Тĕп ĕçсене 2012 çулта туса ирттерме палăртнă. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама 38 миллион тенкĕ кайĕ. Объекта Республика кунĕнче, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, хута яма палăртнă. Бизнес-инкубаторăн тĕп тĕллевĕ – пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма майсем тупса парасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, ку ĕçе çамрăксене явăçтарасси. Çĕнĕ çурт Элĕк салин сăн-сăпатне те илем кĕртĕ.

Районта ачасене шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсемпе тивĕçтерес лару-тăрăва лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Иртнĕ çул район центрĕнчи «Хĕвел» садикре çĕнĕ ушкăн уçнă. Унта пĕчĕк пепкесем валли 20 вырăн йĕркеленĕ. Вутлан шкулĕ çумĕнче 25 вырăнлă шкулчченхи ушкăн ĕçлеме пуçланă. Çитес çулсенче Вырăс Сурăмĕнче, Мăн Ямашра, Элĕкре çавнашкал ушкăнсем уçма, Ураскилтре ача сачĕ валли тĕпрен çурт юсама палăртнă. Планра – Элĕкри «Хĕвел» ача сачĕ çумне тепĕр çурт тата Чăваш Сурăм салинче çĕнĕ ача сачĕ тăвасси.2011 çул валли йышăннă «Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси» республикăн программипе килĕшÿллĕн, Элĕк салинче нумай хваттерлĕ 4 çуртра 5779,97 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çурт тăррисене, инженери системине, путвалсене тĕпрен юсанă. 2012 çулта Гагарин урамĕнчи 29б, 29в çуртсене, Октябрь 60 çул тултарнă урамри 59-мĕш çуртра, Октябрьски урамĕнчи 17-мĕш çуртра, Парк урамĕнчи 11-мĕш çуртра юсав ĕçĕсем тума палăртнă.

Пĕлтĕр Мăн Этмен ялĕ (Шĕмшеш ял тăрăхĕ) патĕнчи тата Анаткас Сурăм ялĕ (Юнтапа ял тăрăхĕ) çывăхĕнчи плотинасене тĕпрен юсанă. Вĕсене юсама 8679,18 пин тенкĕ тăкакланă. 2012 çулта Чăваш Сурăм сали çывăхĕнче вырнаçнă плотинана тĕпрен юсама палăртнă. Унăн хакĕ 6 миллион тенкĕпе танлашать.

Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсене комплекслă, пĕр вырăнарах тумалли тата хăтлăлатмалли пилот проекта пурнăçа кĕртесси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн районта тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернĕ.

Элĕк ял тăрăхĕнче «Хĕвел» ача садĕнче хушма ушкăн валли пÿлĕмсенче юсав ĕçĕсем тунă. Районти тĕп больницăн реанимаци уйрăмне, культурăпа кану центрĕн çуртне тĕпрен юсанă.

Ехремкасси ял тăрăхĕнче Вутлан шкулĕн тăррине, фельдшерпа акушер пункчĕн тăррине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.

Шĕмшеш ял тăрăхĕнче Шĕмшешри культура çуртне тата Элеккенушкăнь фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсанă. Мăн Ямашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул тăррине çĕнетнĕ.

2012 çулта вĕренÿ, культура учрежденийĕсен çурчĕсене тĕпрен юсасси малалла тăсăлĕ. Тенири, Ураскилтри, Вутланти культура çурчĕсенче, Тенири, Карачурари

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика